Ăнтăлу пур чухне çитĕнÿ пулатех...

21 Авг, 2015

Паян Шупашкарти «Хула тĕп больници» бюджет учрежденийĕ хăй 55 çул тултарнине паллă тăвать. Юбилей - иртнине аса илсе малашлăха палăртмалли лайăх сăлтав. Хула тĕп больницин историйĕ вара Шупашкар, кунти промышленноç, строительство тата транспорт предприятийĕсен аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тачă çыхăннă. Кун пирки тĕплĕнрех Хула тĕп больницин тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Ирина Петровна ЕФИМОВА каласа пама кăмăл турĕ.

- 1960 çулхи августăн 15-мĕ­шĕнче Шупашкар хулин сывлăх сыхлав пайĕн хушăвĕпе строительсен поликлиникине уçнă. Çак тĕллевпе тĕп хулари Энгельс урамĕнче 24-мĕш çуртра вырнаçнă строительсен общежитийĕн 1-мĕш хутне уйăрнă. Поликлиника 1, 2-мĕш строительство тресчĕсемпе монтаж организацийĕсен рабочийĕсене, промышленноç предприятийĕсен, аш-какай комбиначĕн, автомобильсем юсакан заводăн, ДОЗ-4, транспорт организацийĕсен - АТК 1312, ЧПАП - ĕçченĕсене тивĕçтернĕ.

Çав вăхăтрах поликлиника хула çыннисене медицина пулăшăвĕ панă, çак тĕллевпе виçĕ терапи участокĕ йĕркеленĕ. Кунта хирурги, неврологи, ЛОР, гинекологи, куç, клиника лабораторийĕ, рентген кабинечĕсем уçăлнă. Сиплев учрежденине ертсе пыма А.Бокунов врача çи­рĕп­летнĕ. Терапи участокĕсенче ĕçлеме агрегат завочĕн амбулаторийĕн терапевчĕсене В.Лукинана, Н.Заводчиковăна, Н.Ушакова окулиста, М.Чернов, О.Толстова, Т.Чумичкина фельдшерсене, Л.Павлова, К.Горелова, Н.Вострова, Е.Корчакова медсестрасене, А.Смирнова лаборантсене куçарнă. Ф.Ивановăпа Н.Рябина - чи пирвайхи терапевтсем, О.Сорокина - чи пирвайхи отоларинголог, И.Янкилович чи малтанхи окулист пулнă. Лабораторие Л.Андреева тухтăр ертсе пынă. 1961 çулта рентгенолога А.Александрова, В.Михайлова невропатолога, С.Солоденова /Стрелкова/ шăл тухтăрне, А.Андреева, Л.Александрова, А.Волочина медсестрасене ĕçе илнĕ. Тĕп бухгалтер ĕçĕсене И.Плеханова туса пынă. Н.Мурзыкин пĕрремĕш хирург пулнă. 1962 çулхи февральте поликлиникăн тĕп врачне М.Финдюкова çирĕплетнĕ. Вăл сиплев учрежденине 1966 çулччен ертсе пынă. 1963 çулта хулара халăх шучĕ ÿснине шута илсе тăваттăмĕш терапи участокне уçнă. Унта А.Карельская терапевт-врачпа Г.Александрова медсестра тăрăшнă. Кунта хирургра ĕçлеме хулан пĕрремĕш больницинчен А.Васильева куçать. Фельдшер пункчĕсенче те ăста специалистсем вăй хунă: аш-какай комбиначĕ çумĕнче - Т.Миронова, «Дормаш» çумĕнче - Н.Алексеев, Шупашкарти троллейбус управленийĕ çумĕнче - И.Михайлов. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.