Хам çамрăк пулин те...
Ача кăна пулни, çул çитменни, шел те, преступлени тума чăрмантармасть. Прокуратура органĕсем, ытти тытăм тивĕçлĕ ĕç çине алă сулман пулин те кăçал çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси ÿсни палăрать.
Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2015 çулхи çичĕ уйăхра Чăваш Ен территорийĕнче çул çитменнисем тунă преступленисен шучĕ 44,1: хушăннă - 236-ран 340-е çитнĕ. Çав шутра уйрăмах йывăр преступленисем 330: чухлех /10 пулнă, кăçал - 43/ нумайланнă. Çавăн пекех общество вырăнĕсенче тата ушкăнпа тунă преступленисен шучĕн ÿсĕмĕ те пысăк. Преступлени тума хутшăннă çамрăксен йышĕ те палăрмаллах, 10,3: /214-ран 236 таран/, çав шутра вĕренекен яшсемпе хĕрсен /14,3:/ йышĕ пысăкланнă.
Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче, Канаш тата Шупашкар хулисенче çул çитменнисем нумайрах преступлени тунă. Çамрăксем тунă, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисем нумайланни пушшех пăшăрхантарать. Малалла вулас...
Т.ШУРЫГИНА,
ЧР прокуратурин çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ
Комментировать