Вилĕм çулĕсем
Автобуспа çÿреме мĕншĕн хăрушăланса пырать?
Кăçалхи çулла çĕршывра питĕ нумай автоавари пулчĕ, вĕсенче вуншар çын шар курчĕ.
"Кайрăм... Чипер юл, Комса! Салам, Барнаул!" - Аня Похиленко соцсетьри хăйĕн страницинче çапла çырса хунă. Тепĕр уйăхран киле таврăнакан хĕр ларса пынă автобус тепринпе пырса çапăннă. Аня 22 çулта пулнă... Августăн 5-мĕшĕнче Хабаровск крайĕнчи хăрушă çав аварире унсăр пуçне тата 15 çын вилнĕ, 63-шĕ суранланнă. Красноярск крайĕнче июльте - харăсах икĕ инкек: июлĕн 9-мĕшĕнче 11 çын вилнĕ, июлĕн 22-мĕшĕнче 11-ĕн пурнăçран уйрăлнă, 44-ăн шар курнă. Пурте - автобуссемпе маршруткăсен пассажирĕсем. Июлĕн 22-мĕшĕнче Пушкăртра 27 турист ларса пынă автобус кювета сикнĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче Чечняра маршрутка 200 метр çÿллĕшĕнчен тĕпсĕр çырмана ÿкнĕ: 11 çын пурнăçĕ татăлнă.
Тупăш пĕлтерĕшлĕрех-ши? Малалла вулас...
Татьяна БОГДАНОВА.
/«Аргументы и факты»/
Комментировать