Бюджет пуянланас шанăç пур

14 Авг, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинче 21 ыйту пулчĕ. Лару финанс министерствипе тÿрремĕнех çыхăннă икĕ ыйтăва тишкернипе - "Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ тата 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче Чăваш Республикин бюджечĕ мĕнле пурнăçланни - уçăлчĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕрремĕш ыйтупа ăнлантарнă тăрăх - саккун проектне федераци саккунлăхĕпе тÿр килтерес тĕллевпе хатĕрленĕ. Унти тĕп улшăну - федерацин ĕç тăвакан органĕсем нумай функциллĕ центрсем урлă кÿрекен пулăшушăн тÿлекен патшалăх пошлинин норми. Юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн илекен пошлинăран муниципалитет районсемпе хула округĕсен тата республика бюджетне малашне 25-шер процент куçарĕç.

Ларăвăн кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа Светлана Александровна республика бюджечĕ 2015 çулхи пĕр-ремĕш çур çулĕнче мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Бюджет кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан, тупăш тĕлĕшĕнчен 98,9 процент пурнăçланнă, унăн калăпăшĕ 17577,4 млн тенкĕпе танлашнă. Налукран пухăнакан тата налук мар тупăш - 10277,2 млн тенкĕ. Ÿсĕм пур - 5,2%. Социаллă политикăна, вĕренĕве, наци экономикине хывнă укçа-тенкĕн хисепĕ ÿснĕ. Уйрăмшар илсессĕн: 3848,7 млн, 5742,7 млн, 2527,4 млн тенкĕ тăкакланă. Çур çулти бюджет 283,6 млн тенкĕлĕх дефицитпа вĕçленнĕ. Çавăн пекех республикăн патшалăх парăмĕ çулталăк пуçланнăранпа 1687,5 млн тенкĕлĕх /13,8%/ чакнă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн финанс министрĕ патне текех ыйту пулмарĕ, икĕ саккун проектне те Патшалăх Канашĕн çитес сессийĕнче çирĕплетме сĕнчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.