«Тĕрĕслемесĕр-сăнамасăр та пултараймастпăр...» е Пĕтĕмпех хамăртан килет
- Пирĕн паянхи ларăвăн тĕп тĕллевĕ - республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕпе федерацин территорири сăнавпа тĕрĕслев органĕсен хушшинчи хутшăнусене çÿллĕ шая çĕклесси, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлессине лайăхлатасси тата халăхшăн тăвакан ĕçĕн усăлăхне ÿстересси, ăна уçăмлатасси, ыйтусене тĕрĕс татса парса сиксе тухнă лару-тăруран икĕ енне те кÿрентермесĕр тухасси, - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса-тĕрĕслесе тăракан комисси ларăвне уçнă май. - Чăваш Республики Атăлçи округĕнче ку ыйтупа чи малтан тĕплĕ ĕçлеме пуçларĕ. Комиссие йĕркеленĕренпе икĕ çул ытла иртрĕ, унăн усăлăхне, кирлĕлĕхне влаç тытăмĕ туйса илчĕ. Паллах, унăн ĕçне тĕрлĕрен хак пама пулать, анчах пĕрлехи ĕçе пĕтĕмлетме, йăнăшсемпе кăлтăксенчен хăтăлма пулăшни хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Михаил Васильевич çапах та пĕр-пĕрне ăнланман, хирĕçтăруллă тĕслĕхсем пулнине те, вĕсене суд урлах татса пама тивнине палăртрĕ. Демократи принципĕсене тĕпе хурса килĕшÿ патне çитни аван-ха, анчах вĕçне-хĕрне тухиччен вăхăт та, вăй-хал та, укçа-тенкĕ те усăсăр тăкакланать. Ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе тĕрĕслев органĕсен хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем ахальтен мар ведомствăсен хушшинчи комиссин кун йĕркинче мала тухаççĕ. Шăпах çавăн çинчен хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç те Шупашкар хула пуçлăхĕ, ЧР Муниципалитет йркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов. Республикăн прокурорĕн заместителĕ Александр Григорьев, Патăрьелпе Канаш районĕсен администрацийĕн пуçлăхĕсем Николай Глуховпа Владислав Софронов. Хăйсен сăмахне вĕсем вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Малалла вулас...
Комментировать