Ял музейĕ чĕрĕк ĕмĕр тултарчĕ

27 Мая, 2015

Музей – аваллăхпа паянхи куна тата малашлăха çыхăнтарса тăракан вырăн. Иртнĕ кунçул нихăçан та çухалмасть, вăл халăх асĕнче юлать, хăй хыççăн ăс-тăн тата пурлăх культурин палăкĕсене хăварса паянхи куна, малашлăха тĕрĕс курса тăма пулăшать. «Аваллăхсăр малашлăх çук» тени - тĕрĕс сăмах. Музей вара çак аваллăх палăкĕсене упраса усракан, паянхи тата пулас ăрусем валли сыхласа хăваракан кăна мар, хамăрăн халăх историне тĕпчекен, ăна халăх умне кăларса ăнланма пулăшакан сăваплă вырăн.

«Халĕ ĕлĕкхи мар, мĕне кирлĕ пире авалхи япаласемпе ваттисен йăли-йĕркисем, халь урăх пурнăç», - тенине илтме пулать тепĕр чух. Анчах та ăнланаççĕ-и-ха çапла калакансем иртнине лайăх пĕлмесĕр пурнăç малалла каяйманнине? Хамăр халăх историне, культурине, йăли-йĕркине пирĕн кашнийĕнех лайăх пĕлмелле. Манма юрамасть несĕлсем ăруран-ăрăва, ĕмĕртен-ĕмĕре пуçтарса пынă ăс-хакăла, ырă йăласене. Çамрăк ăру тăван çĕршыва, тавралăха юратса, пĕлсе ÿстĕр, йăх-кăкне хаклама вĕрентĕр тесен ĕмĕрсем хушши пуçтарăнса пынă ăс-тăна сыхласа хăварма тăрăшмалла пирĕн.

Çакна шута илсе тата ăша хывса ĕнтĕ Васанти вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен Герман Николаевич Ларшников учитель 1986-1987 вĕренÿ çулĕнче çамрăк таврапĕлÿçĕсен кружокне йĕркелесе ярсан ачасем тăван тавралăха, хамăр ялсен аваллăхне тĕпчеме пуçларĕç. Тăван тавралăх çинчен каласа паракан тĕрлĕ литературăпа паллашнисĕр пуçне вĕсем ватă çынсен асаилĕвĕсене, авалхи сăмахлăхпа йăла-йĕркесене çырса илчĕç, ĕлĕк ял хушшинче, кил-çуртра усă курнă япаласене пуçтарма пуçларĕç, ялта музей йĕркелесе ярассишĕн тимлесе ĕçлеме пикенчĕç. Ял çыннисем те ку ĕçе хаваспах хутшăнчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.