Ячĕ унăн - Юрату...

26 Мая, 2015
«...Тăван ăшши - хĕвел ăшши,
Тăван кĕтни, тăван савни,
Тăван телей, ырă сунни
Нихçан та пулмĕ ытлашши», - юхать юрă лăк тулли залра. Любовь Афанасьева пултарулăхне кăмăллакансен хушшинче ентешĕсем те, тăванĕсем те нумай пулчĕç ку хутĕнче. Сăлтавĕ пур: юрăçă хăйĕн çуралнă кунне халалланă концерта вĕсене ытларах йыхравланă.

Иксĕлми çăлкуç евĕр пултарулăх

Любовь Владимировна пурнăçĕ тăван тăрăхпа уйрăлми çыхăннă. Час-часах унта пулмашкăн тăрăшать вăл. Юбиляра саламласа район администрацийĕн тата район пуçлăхĕсем Андрей Шестаковпа Владимир Григорьев çакна уйрăммăн палăртрĕç. Халăха савăнтарнăшăн, Красноармейскисене пысăк уяв туса панăшăн Андрей Владимирович чĕререн тав турĕ, «Эсир пирĕншĕн - чи юратнă артистка. Хамăр пата хăнана яланах кĕтетпĕр», - терĕ вăл культура пурнăçне ырă витĕм кÿнĕшĕн районăн Хисеп хучĕпе чысланă май.

«Сăпайлă та кăмăллă Любовь Владимировна Красноармейски районĕн ячĕ-сумне çĕкленипе савăнатпăр. Малашне те çаплах пултăрччĕ, пултарулăхăр иксĕлми çăлкуç евĕр тапса тăтăр», - ырлăх-сывлăх сунчĕ Владимир Николаевич.

«Трак Ен» ентешлĕхĕн ĕçне те пуçаруллă хутшăнать Любовь Афанасьева. Шурă Шупашкарта тĕпленнĕскер район çыннисен культура пурнăçне лайăхлатмашкăн сумлă тÿпе хывать. «Сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, чунăр ăшшине туйса тăратпăр. Хисеплесе пĕрлĕхĕн пысăк наградипе сума сăватпăр», - саламларĕ кăкăрĕ умне медаль çакса янă май ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.