"Хамăр шантарнине пурнăçлатпăр"

22 Мая, 2015

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ, çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти темиçе объекта çитсе курчĕ.

Чи малтанах "ЖБК /9" ОООри лару-тăрупа паллашрĕ. Вăл - Атăлçири стройиндустрин чи пысăк предприятийĕсенчен пĕри, 50 çул хушшинче строительство материалĕсен рынокĕнче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. ООО генеральнăй директорĕ Александр Цапулин пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем промышленноç, пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем /çав шутрах ача сачĕсемпе шкулсем те/ валли тимĕр-бетон изделисем, инженер сооруженийĕсен конструкцийĕсене, электропередача линийĕсен юписене, уйрăм саккассемпе ытти тĕрлĕ тимĕр-бетон кăлараççĕ: пĕтĕмпе 13 пин ытла марка, 1700 типоразмер изделисем. Хăйсен продукцине Чăваш Енри çеç мар, чылай регионти стройкăсене ăсатаççĕ. 2014 çулта предприяти икĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал та çĕнĕ проектсемпе ĕçлеме палăртнă.

Михаил Игнатьев çĕнĕ оборудование, хатĕр продукцие пăхса çаврăнчĕ, тимĕр-бетон изделисен производствипе паллашрĕ, ĕçлекенсемпе калаçрĕ. Кунта чылай çул вăй хуракансем те, çамрăксем те пур. "Ĕç çăмăлах мар, çапах питĕ килĕшет", - терĕç вĕсем республика Пуçлăхĕн ыйтăвне хуравласа. Шалу виçи пĕчĕкех марри те /вăтамран 25 пин ытла тенкĕ/ шанса панă тивĕçсене тата тăрăшарах пурнăçлама хавхалантарать. "Эпĕ 2000 çулсен пуçламăшне лайăх астăватăп, ун чухне çак заводшăн та йывăр вăхăтчĕ. Халĕ вара предприяти пуласлăхĕ пысăк, çĕршывра кризис хуçаланнине пăхмасăр сирĕн кăтартусем лайăхланса пыни савăнтарать. Эсир хăвăр продукцие Раççейĕн 21 регионне сутатăр, мĕншĕн тесен хак та, пахалăх та туянакансене тивĕçтерет. Эсир кăларакан свайсемпе Хусанта, Самарта, Чулхулара усă кураççĕ - вĕсемпе 2018 çулта футбол енĕпе иртекен тĕнче чемпионачĕ валли стадионсем тăваççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.