Çĕнтерÿ гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ

14 Мая, 2015

Аслă Çĕнтерĕвĕн сăваплă уявĕ умĕн тата вăрçă хирĕсенчен таврăнма пÿрмен ентешсене пĕтĕм халăхпа пуç тайнă кун республикăри чылай районпа хулара çĕнĕ Астăвăм вырăнĕсем, палăксемпе обелисксем уçăлчĕç. Вĕсем патне выртакан çул нихăçан та курăкпа хупланмĕ. Мĕншĕн тесен хăрушă вăрçă кашни ялпа çемьере хăйĕн «хура йĕрне» хăварнă: е ашшĕ, е пиччĕшĕ, е урăх тăванĕ хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă, теприсем хыпарсăр çухалнă... Вĕсен ячĕпе, вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса çĕкленеççĕ те палăксем.

Вĕсенчен пĕри - Патăрьел район центрĕнчи Мухтав обелискĕ. Тĕрĕссипе, вăл унчченех пулнă-ха. Çулсем иртнĕ май кивелме, тĕссĕрленме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Район ертÿлĕхĕ Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне ăна çĕнетме, тĕпрен юсама йышăннăччĕ. Объект подрядчикĕ - «Арка» общество - ĕçе яваплăха туйса, кĕске вăхăтра пурнăçланă. Обелиск вырнаçнă территорие шкулсенче вĕренекенсем, район администрацийĕн, ытти учрежденисемпе организацисен ĕçченĕсем хăтлăлатнă.

«Мĕнех, - тейĕ пĕри, - çак кунсенче чылай çĕрте палăк-обелиск çĕкленнĕ, киввисене сăн кĕртнĕ». Кун пек каланинче те, паллах, тĕрĕслĕх пур. Анчах Патăрьелсем çĕнĕлĕхпе палăрнă: палăка тĕпрен юсанипе пĕрлех унăн умĕнче «Астăвăм çулăмне» чĕртнĕ. Çулталăкĕпех, ир те каç, çунакан çулăмлă палăксем республикăра - шутлă. Шăпах ăна 70 çулхи юбилее халалласа ирттернĕ мероприяти вăхăтĕнче вăрçă ветеранĕсем Мăнкун каçĕнче Иерусалимран илсе килнĕ сăваплă çулăмран чĕртни унăн пĕлтерĕшне татах ÿстерчĕ.

Палăка уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов каланă сăмахсем кашнин чĕрине витерчĕç: «Астăвăмăн çак çулăмĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн истори страницисенчи хăрушă та вилĕмлĕ, çĕнтерÿллĕ те мăнаçлă пулăмсене пирĕн тата çитес ăрусен асĕнче упраннă чухлĕ ялкăштăр. Совет салтакĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне пула кăна паянхи кун çĕр çинче - тăнăç пурнăç. Хисеплĕ ветерансене, Çĕнтерÿçĕ йăхĕнчи паттăрсене вăрçă хирĕнчен таврăнайман ентешсене яланах асра тытма, вĕсен ячĕсене яланах чĕрере тытма шантаратпăр. Сăваплă ĕçне малалла тăсма сăмах паратпăр...» Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Моисеев Астăвăмăн сăваплă çулăмĕ малашнехи пурнăçри ырă ĕçсем тума пулăшакан пил вырăнне пуласси пирки пĕлтерчĕ. Тĕн çыннисем те, саппасри пĕрремĕш рангри капитан Игорь Сапожников тата ыттисем унпа пĕр шухăшлă пулчĕç.

Вăрçăра пуç хунă тата тăван тăрăха йывăр аманса-сусăрланса таврăннипе пурнăçран ир уйрăлнă фронтовиксене пĕр минут шăп тăрса асăннă хыççăн Обелиск умне хунă чĕрĕ чечексем вĕсен çапăçура юхтарнă юн тĕсĕпе пĕр килчĕç. Уява пухăннисем пĕрле пĕр кĕвĕллĕн Çĕнтерÿ гимнне «День Победы» юрра шăрантарчĕç.

Юрий ЛИСТОПАД