Мăнаçлăх çуратакан, куççуль кăларакан кун

13 Мая, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Чăваш Енре анлăн та чаплăн паллă турĕç. Пирĕнте мăнаçлăхпа патриотизм туйăмĕ вăратакан, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уява халалласа Шупашкарта çеç мар, республикăн кашни районĕпе хулинчех тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç, ветерансене хăюлăхĕпе чăтăмлăхĕшĕн чĕререн тав турĕç, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Тăшманпа кĕрешсе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисем тата тыл ĕçченĕсем Çĕнтерÿ кунне савăнса та хумханса кĕтсе илчĕç.

Шупашкар. Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕсем, хула ертÿçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, шкул ачисем пуçтарăннă, госпитальсенче йывăр сурансене пула пурнăçран уйрăлнисене асăнса чечексем хунă. Çав кунах каçхине "Тигр" çар машинипе Шупашкарăн тĕп урамĕсем тăрăх Мухтав монуменчĕ умĕнчи Астăвăм çулăмĕнчен чĕртнĕ факела илсе çÿренĕ. Ăна ятарлă эскорт маларах палăртнă маршрутпа Анне палăкĕ патне илсе çитернĕ. /Аса илтеретпĕр: кăçал çĕршывра "Астăвăм çулăмĕн эстафети" иртнĕ, унта Раççейĕн 27 регионĕ хутшăннă, çав шутрах - Чăваш Ен те/. 21 сехетре Анне палăкĕ умĕнче "Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе" митинг-концерт иртнĕ.

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Çĕнтерÿ" мемориал комплексне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата пухăннисем монумент умне чечексем хучĕç. Вăрçăран таврăнайманнисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç, Иоанн Воин часавайĕнче кĕлĕ иртрĕ. Çакăн хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкар-Чăваш Епархийĕн управляющине Варнава владыкăна /халĕ пурăнакан владыкăсенчен вăл çеç тыл ĕçченĕ/ Вырăс православи чиркĕвĕн çветтуй Дмитрий Донской кнеçĕн II степень орденне парса чысларĕ.

Шăп 12 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. 1418 кунпа çĕр пынă чи хăрушă вăрçа Чăваш Енрен 200 пин ытла çын хутшăннине, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайманнине палăртрĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çĕре тыл ĕçченĕсем те пысăк тÿпе хывнине, хĕрарăмсемпе ватăсем, çул çитмен çамрăксем завод станокĕсем, комбайн штурвалĕсем умне тăнине аса илтерчĕ. "Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ май эсир хăвăр пурнăçа шеллемен, пире ирĕклĕхпе тăнăçлăх парнеленĕ! Çĕре çити таймапуç сире! Эпир сирĕн умра ĕмĕрех парăмра, сирĕн фронтри тата тылри паттăр ĕçĕрсене нихăçан та манмăпăр! Çĕнтерÿçĕсене мухтав! Паттăрсене мухтав!" - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, виçĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Петр Теплов, Мускав, Калинин, Псков, Смоленск облаçĕсене, Литвапа Латвие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннăскер, халăхсем туслă та пĕр шухăшлă пулни вăрçăра çĕнтерме пулăшнине палăртрĕ.

Уявăн тĕп саманчĕ - Çĕнтерÿ парачĕ - Хĕрлĕ тÿреме килнисене пурне те тыткăнларĕ. Ăна ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăнчĕ. Унăн заместителĕ Александр Исаев полковник парада командăсем пачĕ. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртме пуçларĕç: вăй ведомствисен представителĕсем, Афганистан ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕçтăрусене хутшăннисем, кадет шкулĕн, Ачасен полици академийĕн, çар-спорт клубĕсен воспитанникĕсем, истори реконструкцийĕн клубĕн хастарĕсем, çамрăк параппанçăсем. Чăваш Енри казаксен общини джигитовка, çар хĕçпăшалĕпе усă курмалли элементсене кăтартрĕ. Унтан вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техники тÿремпе иртрĕç. Парада "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансем вĕçлерĕç.

Çав кунах ветерансем Хĕрлĕ тÿремре йĕркеленĕ "çар кухнинче" тушенкăпа пĕçернĕ хуратул пăттине астивме пултарчĕç. Уяв концертĕнче вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерÿ кунне халалланă сăвăсемпе юрăсем янăрарĕç. Каçхине вара тÿпене Çĕнтерÿ салючĕ илем кÿчĕ.

Çĕнĕ Шупашкар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ уяв митингне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл çак мероприятие килнисене пысăк уявпа саламланă. "Çĕнтерÿ кунĕ наци триумфĕн, пирĕн халăх пĕрлĕхĕн, унăн чапĕпе мухтавĕн символĕ пулса тăрать. Пирĕн çĕршывăн хăватне пĕтĕм тĕнче курчĕ, халăх Тăван çĕршыва чĕререн юратнине, унăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме хатĕррине пĕлчĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев вăрçăра чăвашсем те паттăрлăх кăтартнине палăртнă май. Хула çыннисене çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков, вăрçă ветеранĕ Георгий Борков, виççĕмĕш Украина фрончĕн йышĕпе Украинăпа Польшăна ирĕке кăларма хутшăннăскер, саламланă.

 

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: