Бюджет тупăшĕ 3,5 млрд тенкĕ ытла хушăнать

13 Мая, 2015

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе эрнекун иртнĕ ларăвĕнче Правительство членĕсем республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Сăмах 2015 çулхи бюджетăн тупăш пайне пысăклатасси пирки пырать.

Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи бюджета тупăш енĕпе 3560,6 млн тенкĕлĕх ÿстересшĕн. Çак хушăм федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар килекен укçа шучĕпе пулать. Хушма укçапа мĕнле усă курасси çинчен кĕскен каланă хыççăн Михаил Васильевич министрсене çак кунсенче Раççей Правительстви РФ Президенчĕн виçĕ çул каялла май уйăхĕнче кăларнă указĕсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетни çинчен аса илтерчĕ, «çавна май пурнăçламалли тĕллевсене уçăмлă палăртнă - вĕсемпе пурте тĕплĕн паллашăр». Паллах, калаçу ахаль паллашу пирки мар. Çав тĕллевсене республикăра та пурнăçламалла вĕт...

Хайхи 3,5 млрд тенкĕ ăçта каясси çинчен вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа пачĕ. 1,4 млрд тенке яхăн - агропромышленноç комплексне пулăшма. Çав шутра - хресчен илнĕ кредитсен процент виçисене субсидилеме. 126 млн яхăн тенкĕпе ялсен территорийĕсене аталантарма усă курĕç. Çак укçана çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма илĕç, инфратытăма аталантарма ярĕç.

Сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика валли уйăракан укçана 623 млн яхăн тенкĕлĕх ÿстерме палăртнă. Кунта та тăкаксен списокĕ вăрăм: граждансен çăмăллăхсемпе усă куракан категорийĕсене эмелсемпе, сиплĕ апат-çимĕçпе тивĕçтернинчен пуçласа ачасен хулари 1-мĕш больницине тĕпрен юсасси таранах.

Вĕрентÿ сфери те хушма пулăшу илет - 445 млн тенке яхăн. Çак укçапа шкулччченхи вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене çĕклеме, шкулсене аталантарма усă курмалла. Çав шутра - Улатăрти 9-мĕш шкула, Пăрачкаври ача çуртне юсасси тата ыт.те.

Физкультурăпа спорт валли тата 376 млн тенкĕ уйăрни çак сферăшăн пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Михаил Игнатьев «спортăн тума пуçланă объекчĕсене туса пĕтерĕпĕр» тесе çирĕплетсех каларĕ. Сăмах мĕнле объектсем пирки пыни паллă: Шупашкарти Пăр кермен, Маунтинбайк центрĕн строительствине вĕçлемелле, республикăн пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центр çуртне, биатлон центрне реконструкцилемелле.

«Культура» статьяпа хушăнакан 251 млн ытла тенкĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех «Этнос Чăваш Енĕ» туризмпа рекреаци кластерĕн инфратытăмне йĕркелеме кайĕ. Çавăн пекех çул-йĕр хуçалăхне тытса тăмалли /76,7 млн тенкĕ/, халăха ĕçпе тивĕçтермелли /125 млн тенке яхăн/ тăкаксем те пысăкланаççĕ.

Канашсемшĕн - уйрăммăн кăмăллă хыпар: Канаш хулин инфратытăм объекчĕсен строительствипе реконструкцийĕ валли 285 млн тенкĕ хушма укçа пулĕ. Ку - Монохуласене аталантармалли фонд укçи.

Çапла вара улшăнусем кĕртнĕ май 2015 çулхи бюджетăн тĕп параметрĕсем çапларах пулĕç: тупăш енĕпе - 36,9 млрд тенкĕ ытларах /малтан çирĕплетнĕ виçерен 10,7% пысăкрах/, тăкак енĕпе - 41 млрд тенке яхăн /ÿсĕм - 11,4%/. Дефицит упранса юлать - 4053,6 млн тенкĕ. Республикăн патшалăх парăмĕ малтан палăртнинчен 499 млн тенкĕ ытларах /3,2%/ пĕчĕкленет, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вăл 15 млрд тенкĕрен кăшт пысăкрах пулмалла.

Çапла вара улшăнусене Патшалăх Канашĕнче тишкерсе «симĕс çутă» памалли çеç юлать. Михаил Игнатьев сăмахне министрсене çĕнелекен бюджетăн кăтартăвĕсене парламентра хÿтĕлемешкĕн хастар хутшăнма чĕнсе каланипе вĕçлерĕ.

Ларура çавăн пекех ЧР Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Çак улшăнусем те ОМС фончĕн бюджетне пысăклатассипе çыхăннă. Чăн та, ÿсĕм пысăк мар - 0,2%. Çав вăхăтрах фонд аппаратне тытса тăмалли тăкаксене самаях, 5 млн тенкĕ, чакарма йышăннă. Фонд ертÿçи Вячеслав Александров хăйне пăхăнса тăракансем ĕçе пурпĕр тивĕçлипе пурнăçласса шантарчĕ-ха, анчах унăн çак сăмахĕсем пиçиххине туртарах çыхма тивнипе кăмăллă пулнăн янăрамарĕç.

 

Н.КОНОВАЛОВ

Рубрика: