«Эпир сире астăватпăр, сирĕнпе мухтанатпăр»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн 1400 ĕçченĕ фронта тухса кайнă, тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Тылра юлнисем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Паянхи кооператорсем çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче арканнă хуçалăха ура çине тăратма пултарнă çынсене яланах асра тытаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ.
Çак кунсенче Чăвашпотребсоюз коопераци техникумĕн акт залĕнче Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа савăнăçлă пуху ирттерчĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан потребкоопераци ветеранĕсем - вăрçа хутшăннă тата тылра хастарлăх кăтартнă çынсем - чи хаклă хăнасем пулчĕç. Пухăва уçнă хыççăн пухăннисем фронтран таврăнайман, паянхи куна пурăнса çитеймен ентешсене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Унтан Шупашкарти Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хума ятарлă делегаци ăсатрĕç. Малалла вулас...
Комментировать