Хăрушсăрлăх кунĕ

30 Апр, 2015

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ шăматкун савăнăçлă та хаваслă пулчĕ: унта Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 366 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалласа Хăрушсăрлăх кунĕн уявĕ иртрĕ.

Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Максим Семенов уçрĕç. Алла Самойлова пурне те уявсен ячĕпе саламларĕ. «Çак уява халăх йышлă пухăнни савăнтарать. Кунта килнĕ кашни çынах кулленхи пурнăçри тĕп правилăсене пĕлсен тата асра тытсан питĕ аванччĕ», - терĕ Станислав Антонов. Ĕç сыхлавĕ енĕпе йĕркеленĕ смотр-конкурсра лайăх кăтартусемпе палăрнă организацисене Шупашкар хула администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çавăн пекех «Пушар хăрушсăрлăхĕн чи лайăх пропагандисчĕ» конкурс çĕнтерÿçисене те палăртрĕç.

Уява килнисем пушар-çăлав техникипе оборудованийĕн, васкавлă медицина пулăшăвĕн автомобилĕсен, обществăна йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен службăсен машинисен, хÿтĕлев хатĕрĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕç. Унтах плакатсемпе информаци стенчĕсене, хăрушсăрлăх паллисене, тĕрлĕ литературăна курма-пăхма май пулчĕ. Пушарпа кĕрешекенсем хăйсен ятарлă техники çинчен каласа кăтартрĕç. Вĕсене аслисемпе пĕрлех ачасем те кăсăклансах итлерĕç. Çăлавçăсен альпинизм хатĕрĕ нумайăшне интереслентерчĕ. Ача-пăча çын çÿллĕш пушарнăй-пуканесем - «Константин-01» тата «Валентин Спасайкин» - çинчен куç илмерĕ, хăюллăраххисем вĕсемпе юнашар тăрса сăнÿкерĕнчĕç.

Медицина ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу мĕнле памаллине ăнлантарчĕç. Республикăри катастрофа медицинин центрĕн врач-методисчĕсем манекен çинче чĕрене массаж мĕнле тумаллине тата çынна искусствăллă майпа еплерех сывлаттармаллине кăтартрĕç. Куракансем хăйсем те мĕн тума пултарнине тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç. Хăрушсăрлăх кунĕнчех «Хĕрлĕ Хĕрес» организаци хулари шкулсенче вĕренекенсен хушшинче пĕрремĕш пулăшу парассипе пĕрремĕш уçă чемпионат ирттерчĕ.

Мĕнле уяв концертсăр пултăр-ха? Савăнăçлă юрă-ташă пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Хĕрлĕ тÿремрех çар кухни те ĕçлерĕ, çавна май çынсен салтаксен хуратул пăттине тутанса пăхма май килчĕ.

Рубрика: