Спайс ăçтан тупăннă?

29 Апр, 2015

Çак хăрушă наркотик миçе çын пурнăçне татмарĕ-ши? Унччен ăна ирĕклĕнех сутнипе çамрăксем хушшинче вăл хăвăрт сарăлчĕ. Унăн çулне пÿлнĕ, сутма чарнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ темелле. Çапах хăшĕ-пĕри хăнăхнă йăларан ниепле те пăрăнасшăн мар. Наркотик танатине çакланнăскерсем ыттисене те хăйсем хыççăн туртаççĕ.

Иртнĕ çулхи июньте полицейскисем Çĕнĕ Шупашкарта çулпа ĕрĕхтерсе пыракан машинăна чарнă. Автомобиле тĕрĕсленĕ хыççăн унта 100 грамм спайс тупнă. 18 тата 19 çулсенчи икĕ каччă ăна Хусанта палламан çынсенчен туяннине пĕлтернĕ. Шупашкарта сутса укçа тума ĕмĕтленнĕ, анчах май килмен, капкăна çакланнă. Тĕпченĕ тăрăх çакă та палăрнă: 18 çулти каччă темиçе хут та спайс сутма хăтланнă. Тĕп хулара вăрттăн вырăнсене пытара-пытара хунă, интернет урлă туянма сĕннĕ. Право органĕн ĕçченĕсем ăна çийĕнчех туртса илнипе пуяс ĕмĕчĕ путланнă.

Ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ, пăхса тухма суда ярса панă.

Рубрика: