Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илтĕмĕр

28 Апр, 2015

«Хыпар» хаçат вулаканĕсене сĕнекен çак сăнÿкерчĕке 70 çул каялла, 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче тунă. Ун чухне пирĕн салтаксем Румыни çĕрĕ çине ура ярса пуснăччĕ ĕнтĕ. Асăннă çĕршывăн тĕп хулине - Бухареста - тăшманран тасатассишĕн пуçланакан хĕрÿ çапăçусене хатĕрленеттĕмĕр. Мĕн тери тертлĕ те кăткăс тапхăра тÿссе ирттерме тивмерĕ-ши ку сăнÿкерчĕкре сăнланнă виçĕ çамрăка? Тавах Турра, кашни хутĕнчех вилĕм пăрăнса иртрĕ пирĕнтен. Атăл хĕрринчен Дунай таран утса тухса эпĕ, ÿкерчĕкре сулахайри лараканни, виçĕ хутчен аманса госпитальсенче сипленнĕ хыççăн каллех çапăçакан çарсен йышне тăрса фашистсене анăçа хăваларăм. Манпа юнашар - Борис Приваловпа Николай Горбунов, Воронежпа Саратов каччисем. Чăваш Республикинчи Йĕпреç поселокĕнчен вăрçа кайнă çамрăкшăн чи çывăх та шанчăклă туссем пулса тăчĕç. Çĕнтерÿ кунне те виçсĕмĕр пĕрлех кĕтсе илтĕмĕр. Берлинта рейхстаг умĕнче сăн ÿкерттерме шăпа тухмарĕ пире, тăватă çула тăсăлнă вăрçă виçсĕмĕршĕн те Прага хулинче вĕçленчĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.