"Йывăр ыйтусен тĕрĕс тупсăмне пĕрле шырăпăр..."

21 Апр, 2015

Раççей Федерацийĕн Конституцине çирĕплетнĕренпе, вăл тулли правапа ĕçлеме тытăннăранпа тата çĕршывра вырăнти хăйтытăмлăх йĕркеленĕвĕн çĕнĕ енĕн никĕсне хывнăранпа 22 çул, "Вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккуна йышăннăранпа 12 çул çитет.

Халĕ ĕнтĕ иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе вырăнти хăйтытăмлăх çинчен кăларнă саккунлăх тулли хăватпа ĕçленине, унăн экономикăпа финанс никĕсне хывнине, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăйсен общество-политика ĕçĕнче пуян опыт пухнине палăртма пулать. Унăн аялти звени те - ял тăрăхĕсем, поселок-хула округĕсем, район администрацийĕсем - территорири халăхăн пурнăçне тулли йĕркелесе пыма, унăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас функцийĕсене алла илнĕ. Асăннă тулли праваллă институт хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлать, малалла аталанать, çĕнелет, опычĕ пуянланать.

Паян - Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансен - администраци пуçлăхĕсен, унти специалистсен, тĕрлĕ шайри депутатсен тата вĕсен тĕрекĕ - шалу илмесĕр вăй хуракан хастарсен, ял старостисен, професси уявĕ. Иртнĕ эрнекун, муниципалитет районсен тата хула округĕсен, администрацийĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, муниципалитет специалисчĕсем, ТОС представителĕсем, старостăсем, муниципалитет службин ветеранĕсем Шупашкарти Чăваш патшалăх филармони çуртне ăна палăртма, иртнĕ тапхăрта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме, паян туса çитерменнин сăлтавĕсене тишкерме тата умри тĕллевсене палăртма тата ĕçри маттурсене чыслама пухăнчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.