Комментировать

14 Апр, 2015

Унсăр шкул та тĕксĕмленĕ

Унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен эпĕ сахал мар илтнĕ, анчах хăйĕнпе куçа-куçăн калаçма ниепле те май тупаймарăм. Вара пĕррехинче ятарласа Янкăлч шкулне çул тытрăм. Çулне кура мар вăшăл-вашăл Калиса Михайловна Иванова питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пĕр вăхăталла çуралнăскерсемшĕн иртнине аса илмелли, калаçмалли нумай тупăнчĕ пирĕн. Анчах тĕп калаçу, паллах, вăл чун хавалĕпе туса пыракан ĕç çинчен пулчĕ. Шкулти музее йĕркеленĕренпех ертсе пырать Калиса Михайловна. Ертсе пырать тени тĕрĕсех те мар пулĕ - вăл ачасемпе пĕрле шырав ĕçĕсем ирттерет, Янкăлч шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсен шăпи-кунçулне тĕпчесе ырми-канми ĕçлет. 2012 çул вĕçĕнче «Канаш ен» хаçатра тата вырăсла тухса тăракан «Канаш» хаçатра Янкăлч шкулĕнчи музей çинчен пысăк материал пичетленсе тухрĕ. Çав самантран пуçланчĕ те ĕнтĕ пирĕн ĕçлĕ хутшăну... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.