Комментировать

9 Апр, 2015

Уншăн чи хакли - халăх йышăннă юрă

Чунра çунатлă кĕвĕ çуратса ăна халăх патне юрă урлă çитерекенсене манăн: «Эсир - асамçăсем», - теес килет. Çутçанталăк кунашкал хăвата пурне те памасть, пин-пин çын хушшинче чи пултаруллисене суйласа этемлĕхе парнелет. Уçлăх хăвачĕ хăйĕн аллипе сĕртĕннĕ çынсенчен пĕри – Сергей МАРКОВ композитор, аранжировщик, продюсер, автор тата юрăç. Вăл паян - «Чуна уçса калаçар» кĕрекен сумлă хăни. Сергей «Салют» тата П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕсенчи сасă çыртаракан студисенче ĕçлет. Апрелĕн 29-мĕшĕнче Филармони залĕнче республикăри чи «çăлтăрлă» юрăçсемпе пĕрле пĕрремĕш юрри итлекен патне çитнин 20 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çав каçхине 30 ытла юрăç хит шăрантарĕ. 300 ытла юрă авторĕн, 1000 ытла аранжировка тунă ăстан патшалăх панă пĕр «чаплă» хут та çуккинчен пачах тĕлĕнмерĕм, мĕншĕн тесен чаплă ят илес тесе маçтăрăн пÿлĕмсем тăрăх хăй маттур иккенне çирĕплетекен хутсем хатĕрлесе чупса çÿреме вăхăт çук! Уншăн чи сумлă ят – халăх йышăннă юрă!

- Сергей, çывăх тусу тата ĕçтешÿ Вера Сантукаç çине тăнипе çеç эсĕ вулакансене хăвăн пултарулăхупа çывăхрах паллаштарма килĕшсе мана студие чĕнтĕн. Кунта, чăнласах та, сывлăшра та кĕвĕ хуçаланать. Ăнлантарса парсам: мĕн вăл саншăн аранжировка тата мĕн тума кирлĕ вăл?

- Аранжировка – музыка хайлавне пĕтĕмĕшле калăплама пулăшакан мел. Сăнарлă каласан, эпир юрра «кĕпе» тăхăнтартатпăр. Малтан çак тĕнчене кĕвĕ çуралать. Кĕвĕçĕ ăна мĕнле майпа çуратни пачах уйрăм калаçу, çавăнпа кун çинче чарăнса тăмăп. Юрă хитре янăратăр тесен ăна тĕрлĕ инструмент сассипе илемлетмелле. Ун чухне кăна туллин калăпланнă юрра итлекен пĕтĕм чун хавалĕпе йышăнĕ.

- Енчен те кĕвве урăх инструментсемпе илемлетмесен... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.