Комментировать

8 Апр, 2015

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - сăваплă тивĕç

Апрелĕн 8-мĕшĕ - Çар комиссариачĕсен ĕçченĕсен кунĕ. Унсăр пуçне - çурхи призыв кунĕ те. Кăçал та вăл, ытти чухнехи пекех, апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен пыракан çак кампани вăхăтĕнче Чăваш Енри миçе каччă çара кайĕ? Малтанхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ черетлĕ призыв? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР Çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен тата ăсатакан, призыв уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Владимир ЛАМКОВПА калаçрăмăр.

- Çапла, черетлĕ призыв пуçланчĕ. Округ штабĕн малтанласа панă хушăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăри 1750 çамрăкăн Хĕçпăшаллă вăйсен ретне тăмалла. Ку хисеп пĕлтĕрхи çурхи призыврипе танлаштарсан 200 çын сахалрах, - терĕ Владимир Владимирович. - Малтанласа палăртнă тăрăх 400 яш хĕсмет вăхăтне Тĕп çар округĕн территорийĕнче ирттерĕ. 300 яхăнне Шалти ĕçсен министерствин çарĕсенче кĕтеççĕ. Яланхи пекех чăваш каччисем - 70-100-шер çын - сывлăш-десант çарĕсенче, тинĕс флотĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлĕç. Флот пирки калас-тăк Владивостока та, Севастополе те, Калининграда та лекĕç ентешсем. Пĕтĕмлетсе каласан - чăваш яшĕсем пĕтĕм Раççей территорийĕнче пулĕç: Мускавра та, Питĕрте те, Ростов облаçĕнче те, кăнтăрта та... Чăваш Ен Пуçлăхĕн 45-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн 26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче призыв комиссийĕсем ĕçлеççĕ. Май уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче çамрăксене Канашри сбор пунктĕнчен Хĕçпăшаллă вăйсене ăсатма пуçлăпăр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.