Комментировать

8 Апр, 2015

Анаткас Тăрăн чăвашĕ Арктикăна тĕпчет

Геннадий Антипович Тарасовăн пурнăçĕ пысăках мар ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан карттă евĕрех: стена çинче - сăнÿкерчĕксем, ăслă çынсен ăслă шухăшĕсем, хисеп хучĕсем, Раççей историйĕн тапхăрĕсемпе çыхăннă çынсен портречĕсем: Иван Папанин контрадмирал, Раççей Ăслăлăх академийĕн геологи институчĕн директорĕ Петр Тимофеев, Феликс Митрофановпа Геннадий Матишов академиксем /шăпи ăна вĕсемпе те тĕл пултарнă/. Юнашарах - Çурçĕр Полюсне парăнтарни çинчен 1991 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче панă сертификат.

Геннадий Антипович хăй каланă тăрăх - планетăн чи çурçĕр вырăнне çитни - тинĕс çулçÿревĕсенчен пуринчен те ытларах асра юлни... Эпир унăн пурнăçĕн карттине йĕрлетпĕр: Шупашкартан 45 çухрăмри пысăках мар Анаткас Тăрăн ялĕнчен инçетри Мурманска, колхозникран РАЕН академикне çитни, хăйĕн ăслăлăх шкулне никĕсленĕ таран.

Вăл 1940 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Çемйи пысăк пулнă - 8 ача, чухăн пурăннă. Ĕçĕ кашнин валли тупăннă: кил-çуртра, колхозра, пахчара. Кирек мĕнле çанталăкра та шкула çуран çÿренĕ, 7 çухрăм утнă. Ашшĕ вăрçăран сусăр таврăннă - урине çухатнă. Шкултан вĕренсе тухсан каччă ялах юлать - çемйине пулăшмалла. Сухапуç тытать, вăрман турттарать... Çапах та вĕренес ĕмĕтне пăрахмасть. Çамрăка географипе геологи кăсăклантарнине туйса вĕрентекенĕ ăна геолог профессийĕпе кайма сĕнет. 1958 çулта вăл Хусан университечĕн студенчĕ пулса тăрать.

Пĕлÿ çулĕ тумхахлă унăн. Акă, паспорт туса памашкăн ыйтса колхоз председательне пĕр уйăх ÿкĕтленĕ - хулана ярасшăн пулман çамрăк ĕçчене, аслă шкула кĕни çинчен справка кăтартсан та хăнк та туман! Сентябрĕн 5-мĕшĕнче çеç панă кирлĕ документа. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.