Константин Яковлевăн тĕллевĕсем
Тăван республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем - Атăлçи халăхĕсен хушшинче чи йышшлисенчен пĕрисем, вырăссемпе тутарсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра кăна 116 пин чăваш тымар янă, çав шутра Хусанта - 10 пине яхăн. Нурлат, Аксу, Çĕпрел, Пăва, Теччĕ, Çарăмсан, Элкел районĕсенче таса чăваш ялĕсем 170 ытла, унсăр пуçне 130-шĕнче ытти халăхпа юнашар тĕпленсе пурăнаççĕ.
Пирĕнпе кÿршĕллĕ республика хăйĕн тутар ывăл-хĕрĕпе кăна мар, чăвашсемпе те тивĕçлипех мухтанма пултарать: тăван халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев, Никифор Охотников педагог-этнограф, Иван Юркин çыравçă, Николай Полоруссов-Шелепи пĕрремĕш Чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, Петĕр Хусанкай поэт, Алексей Трофимов ÿнерçĕ-академик, Иоаким Максимов-Кошкинский драматург, режиссер, Порфирий Афанасьев поэт, Николай Дедушкин критик тата ыттисем те. Вĕсем хăйсем çуралса ÿснĕ хутлăха çеç мар, Чăваш Ене те чапа кăларчĕç.
Паян мĕнле пурăнаççĕ-ха Тутарстанри чăвашсем? Ун çинчен унти Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ, Тутарстан халăхĕсен Ассамблейин канашĕн председателĕн заместителĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Константин Яковлев каласа кăтартрĕ: Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА
çырса илнĕ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ