Комментировать

7 Апр, 2015

Икĕ юрă

Филипп Миронович Лукин композитора эпĕ вăл чăваш музыка искусствинче тĕп ертсе пыраканĕ пулнипе çеç мар пĕлнĕ-ха. Чи малтан халăх хушшинче анлăн сарăлнă юрри-кĕввине курса хакланă. Уйрăмах мана вăхăтсăр çĕре кĕнĕ С.Элем сăввипе çырнă «Çамрăксен юрри» /«Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине»/ килĕшетчĕ. Ăна хам та гитара каласа юрлама вĕреннĕччĕ. Кĕрекере е тантăшсемпе пухăнса ларсан туссем ыйтнипе çав юрра яланах юрлаттăм, çав шутрах - вырăссен йышĕнче те.

1952 çулхи июль уйăхĕнче райхаçат редакцине ĕçлеме вырнаçсан темиçе кунтанах тĕп редактор пире, мана тата çĕр пÿртре пурăнакан /район центрĕнче унăн çемйи çеç çаплах çемленккерен тухайманччĕ-ха/, хыткан сăн-питлĕ те хура хашаклă куçлăх тăхăнса çÿрекен Федор Нагаткин вырăспа иксĕмĕре, редакци валли вăрман касса хатĕрлеме икĕ эрнелĕхе командировкăна ячĕ. Вăрманĕ ялтан 70-80 çухрăмраччĕ. Унта эпир çывăхри пĕчĕк ялта хваттерте пурăнаттăмăр. Инçе çула ирех тухса кайрăмăр. Йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр тырă пуссипе улăх-çарансем, çырма-çатрасем ылмашăнаççĕ. Тусанлă çулăн вĕçĕ-хĕрри çук пекех туйăнать. Хирĕç килекен лав та, автомашина та курăнмасть. Кичемленсе пырасран лавçă мана юрă пуçарма сĕнет:

- Давай спой свою любимую «Зэкленет-ське»... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.