Комментировать

2 Апр, 2015

Кашни утăмрах... вандалсен ĕçĕ

Йĕркеллĕ çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисене çын япалине тĕкĕнме юраманнине вĕрентет. Тепĕр чухне çывăх çыннисем тĕпренчĕкĕ киревсĕр ĕçсемпе аппаланнине курсан шалт! тĕлĕнеççĕ. Ун пек воспитани паман-çке вĕсем, усала вĕрентмен. Психологсем ачана урам, тус-юлташ та витĕм кÿнине палăртаççĕ. Путсĕр тантăшĕсене кура вĕсем те хыççăн каяççĕ. Çамрăксем мĕншĕн киревсĕр хăтланаççĕ? Юлашки вăхăтра çак ыйту нумай шухăшлаттарчĕ. Сăлтавĕ те пур. Шупашкарти вăл е ку вырăна вандалсем тискерлетни мана кăна мар, ыттисене те шалтах тĕлĕнтерчĕ ахăртнех. Çĕнĕ те илемлĕ вырăнсем куç умĕнчех сăнсăрланчĕç...

«Айăпа мĕншĕн тÿрех çамрăксем çине йăвантаратăр?» - текен тупăнĕ ахăртнех. Тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейсемпе мучисем е ĕçрен ĕшенсе таврăннă вăйпитти çынсем каçхине ятарласа сăрă йăтса тухса хулари вырăнсене илемсĕрлетеççĕ-ши? Иккĕлентерет. Ара, Шупашкарти Иван Яковлев проспектĕнчи çĕр айĕн каçмалли вырăн каçхине çеç йĕркеллĕччĕ, йăлтах çĕнĕ, йăлтăртатать. Тепĕр ирхине ăна палласа илме çук: стена çине хĕрлĕ сăрăпа темĕн çырнă, темĕн ÿкернĕ... Вырăс-чăваш сăмахĕсене чĕрмеклемен унта. Те акăлчанла, те нимĕçле, те урăх чĕлхепе - калама хĕн. Пĕр сăмаха темиçе çĕрте те çырнăччĕ. Мĕне пĕлтерет вăл? Мĕн каласшăн пулнă çав путсĕрсем? Ку сăмахсем иртен-çÿрене нимĕнпе те, кăмăла хуçнисĕр пуçне, усă кÿмерĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.