Комментировать

2 Апр, 2015

Сумлă ят илессишĕн йăлăнман, кĕлмĕçленмен

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, "Çеçпĕл" ансамбль солистки Ольга ПРОКОПЬЕВА сцена çине юрлама тухсан зал илемпе тата çутăпа тулнăн туйăнать. Йăрăс пÿллĕскер, пиçсе çитеймен çĕмĕрт куçлăскер, пукане пек хитрескер сассипе çеç мар, хусканăвĕпе те куракана тыткăнлать. Вулакана Елчĕк районĕнче çеç мар, Патăрьел тăрăхĕнче те уçă саслă юрăçсем пуррине ĕнентерес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх филармонине тухса утрăм. Ольгăпа виçĕ сехет куçа-куçăн калаçни сая каймарĕ.

- Ольга, эсĕ манăн ентешĕм пулсан та санăн пурнăçу çинчен нимех те пĕлместĕп эпĕ.

- Мĕнех, хаçат урлă паллашар эппин. Эпĕ те сан пекех Юхма тăрăхĕнче, Ишлĕ Шетмĕ ялĕнче, кун çути курнă. Çемьере тăваттăн ÿсрĕмĕр. Икĕ пиччепе тата йăмăкпа яланах туслă пулнă, халĕ те пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр, май пур таран пĕр-пĕрне пулăшатпăр. 10 класс хамăр ялтах вĕренсе пĕтертĕм. Сцена çинче пĕчĕк чухнех юрлама пуçларăм эпĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне ялта тата шкулта концерт лартасси йăлана кĕчĕ. Хамран аслăрах ачасем концертсене хутшăнтаратчĕç. Физкультура вĕрентекенĕ Виталий Глинкин концерт вăхăтĕнче купăс калатчĕ. "Лар, аннеçĕм, юнашар" юрăпа /те вăл чуна çывăх пулнăран-ши, те ăна аслисем юрлама хистенĕрен-ши/ куракан умне тухаттăм. Тăвăллăн алă çупса хавхалантаратчĕç мана. Пире ял клубĕ çеç çырлахтармастчĕ. Пăлапуç Пашельне, Ульяновкăна, Нурăса концерт лартма çуранах каяттăмăр. Ун чухне Интернет пулман, халăх лăк тулли пухăнатчĕ. Асфальт çул çуккипе Патăрьеле кайнă чухне мĕн чухлĕ пылчăк çăрман-ши?

- Юрă юрласси юнпа куçакан пултарулăх теççĕ. Сирĕн çемьере çакă тÿрре тухрĕ-и? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.