Комментировать

31 Мар, 2015

Сире мĕнле тÿлеççĕ?

"Сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсемпе туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп, ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕрпек лайăх майсем туса памалла".

/ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран/.

Килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕ мартăн 20-мĕшĕ тĕлне икĕ эрне каяллахипе танлаштарсан улшăннă-и? Улатăрсен икĕ усламçи мартăн 6-мĕшĕччен кашни литра 16-17 тенкĕлле йышăннă. Вунтăватă кунран хак - 16.

Ăна Элĕк енри «Новый путь» ЯХПК, Е.Захаров - 2, «Вурнары Завод СОМ» - 2-1, А.Моисеев - 1, Д.Никифоров - 0-1, Л.Петров /пурте - предпринимательсем/ 0-2 тенкĕ чакарнă. А.Федотовăн вăл 17 тенкĕ пулнă, 17-20 тенкĕ тунă. Н.Сергеева, «Иволга» ЯК, С.Сырова, А.Тимофеев, Хĕрлĕ Чутай райповĕ малтанхи пекех - 17 тенкĕлле - пухнă.

Патăрьел районĕнче мĕн пулса иртет-ха? Хака В.Павлов, Куславккари сĕт завочĕ - 18, Ф.Тухфетуллов - 17, «Батыревское молоко» ПК 19 тенкĕ шайĕнчех тытаççĕ. Ăна А.Иванов, О.Гладкова, Патăрьел райповĕн Сăкăтри филиалĕ, Г.Мишин, Н.Кушников, «Красное знамя» ЯХПК, Р.Шагаев, «Сиделипе» «Молвест» ОООсем, В.Степанов, И.Ахметов, А.Вахитов 50 пус чакарнă. Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕ, И.Гладков, И.Ильин, Н.Мурзуков - 1-0,5, В.Кудрявцев, Р.Каштанов, А.Алексеев, Ю.Наумов, П.Хмелев, Л.Медведев 1 тенкĕ сахаллатнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.