Шак-шак! «Эсир килтех-и?»
Чĕрчунсем этемпе куллен хутшăнаççĕ. Çакна нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Çĕнĕ Шупашкартипе паллаштарас килет.
Кухньăра такам кĕмсĕртеттернĕрен çамрăк мăшăр çурçĕр иртсе 3 сехетре ыйхăран вăраннă. Çемье пуçĕ Мĕтри çывăрмалли пÿлĕмрен васкаса чупса тухнă та кухня алăкне яри! уçса пĕр утăм тунă кăна - çÿлти сентререн чечек савăчĕ ÿкнине асăрханă. "Пĕрре ярса пуссанах пуç çине ÿксе чăл-пар саланатчĕ", - вĕлтлетсе иртнĕ пуçĕнче. Кухньăра такам пуррине ăнланса вăшт! çаврăннă та зала кĕрсе тарнă, алăка лаплаттарса хупнă, ан уçчăр тесе арăмĕпе иккĕшĕ дивана ун çумнех тĕксе лартнă. Малалла вулас...