Пациентсене медицина пулăшăвĕ тивĕçтерет-и?
Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Республикăри клиника больницин диагностика центрĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче тытăмăн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Асăннă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕ.
Сывлăх сыхлавĕнче иртнĕ çул виçĕ çул-йĕре - диспансеризацие, ачапа амăшĕн сывлăхне упрассине тата медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне аталантарасси - пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулнă. Социаллă тытăмра вара «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» проекта ĕçе кĕртесси, аслă ăру çыннисене пурнăçăн хăтлă условийĕсемпе тивĕçтересси тата вĕсен социаллă пуçарулăхне ÿстересси, кашнин хăйнеевĕрлĕхне кура пулăшу парасси - «ыйтса çырнă» принципран «чăннипех кирли» çине куçасси - тĕп тĕллев шутланнă.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова коллеги членĕсем умĕнче тухса калаçнă май çакна палăртрĕ: республикăра пурăнакансене медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе тивĕçтересси 2014 çулта - 38,4 процент, çав шутра Чăваш хутлăхĕнче вырнаçнă организацисенче 1,5 хут ÿснĕ. Ача çураттаракан тытăмăн эффективлăхне пула çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăк вилессине чакарас енĕпе палăрмаллах çитĕнÿсем тунă, вĕсем тĕнче стандарчĕсемпе пĕр килеççĕ. Ку енĕпе пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче - пĕрремĕш, Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Малалла вулас...