Комментировать

20 Мар, 2015

Пĕр çемьере килĕштерсе пурăнма аван!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Общество палатин членĕсемпе тата общество организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Çак мероприяти Шупашкарти 5-мĕш гимназире иртрĕ.

Мартăн 18-мĕшĕнче Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитрĕ, çавна май тĕлпулура асăннă тапхăрта экономика лару-тăрăвĕ тата çынсен социаллă хăйтуйăмлăхĕ еплерех улшăннине сÿтсе яврĕç. Михаил Игнатьев пухăннисене çак паллă пулăмпа саламларĕ, "Çулталăк каялла эпир Раççей Федерацийĕн ертÿçисен ĕçĕсене ырланине тата Крымра пурăнакансемпе пĕр шухăшлă пулнине палăртрăмăр. Çав самантра нумай нациллĕ Раççейĕн пĕтĕм гражданĕ - вĕсем политикăна тĕрлĕрен хакланине пăхмасăр - Крым халăхне хавхалантарчĕ", - терĕ.

Тĕлпулăва хутшăннисем Михаил Игнатьева Чăваш Республикин делегацийĕ кăçалхи февраль уйăхĕнче Крым Республикипе Севастополь хулине кайса килнĕ хыççăн мĕнлерех шухăш-кăмăл çуралнине пĕлтерме ыйтрĕç. "Унта вĕсем мĕн тери хавхаланнине, хăйсене çĕнтерÿçĕсем пек туйнине ăнлантăм. Украина влаçĕсем çак территорисене аталантарма тăрăшман, çавна май заводсем ишĕлнĕ, ытти объект юхăннă. Халĕ вĕсем Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнаççĕ. Эпир Крымри тата Севастопольти промышленноç, ялхуçалăх организацийĕсене çитсе куртăмăр, влаç органĕсен представителĕсемпе тĕл пултăмăр, бизнес-пĕрлĕхпе калаçусем ирттертĕмĕр. Пирĕн хутшăнусем çирĕпленсех, вăй илсех пырасса шанатăп", - палăртрĕ Михаил Васильевич. Ун чухне Чăваш Республикипе Крым Республики хушшинчи пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕçтешлĕхе аталантармалли ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарпа Феодоси хулисен тăванлăхĕ, Чăваш Енри Патăрьел район администрацийĕпе Крымри Бахчисарай районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕ çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.