Комментировать

19 Мар, 2015

Преступлени туни ята варалать çеç мар...

Мартăн 12-мĕшĕнче ЧР Вĕрентÿ, Шалти ĕçсен, Сывлăх сыхлав, Спорт министерствисен, район-хула администрацийĕсен ĕçченĕсем тĕп хулара иртнĕ ларура çул çитмен ачасен саккунсăр ĕçĕсемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç.

Кунашкал ларура пĕлтĕрхи кĕркунне те пулса курнăччĕ. Çул çитменнисем йĕркене пăсни, ирĕклĕ пурăнма тăрăшни, малашлăх çинчен шухăшламанни çавăн чухнех пăшăрхантарнăччĕ. Ачасем йĕркене пăсса ята варалани - паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Хальхи вăхăтра республикăра ÿсекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнтарма тăрăшаççĕ. Официаллă хутсене ĕненес тĕк, ял-хулара пурăнакан кашни иккĕмĕш ача тĕрлĕ секцие çÿрет.

Пĕлтĕр республикăри çул çитмен ачасем 463 преступлени /2013 çултинчен 20,7% сахалрах/ тунă. 2014 çулта Патăрьел, Шăмăршă, Вăрнар, Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче «хура ĕç» тăвасси палăрмаллах ÿснĕ. Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Çĕмĕрле районĕсенче çынна сиен кÿнĕ тĕслĕх йышланнă /2013 çулта кунашкал - 30, пĕлтĕр 42 преступление шута илнĕ/. Ют çын транспорчĕпе тĕрлĕ тĕллевпе усă курасси те анлă сарăлнă. 2014 çулта çул çитмен ачасем кун йышши 23 преступлени тунă /ытларахăшĕ Вăрнар районĕнче, Шупашкарта/. Йĕркене пăснисем йăнăш çул çине тепĕр хут тăнă тĕслĕхсем те çук мар. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.