Пасарта ăнсăртран тĕл пулсан
Шупашкарăн Кăнтăр поселокĕнчи пасарта ăнсăртран тĕл пултăм эпĕ ăна. Манăн ентешех вăл: эпĕ вара ун çинчен нимĕн те пĕлместĕп.
Умĕнче - хуçалăхра куллен кирлĕ инструментсем, электроэнергие пĕчĕклетекен трансформаторсем... Вĕсемпе кăштах суту тăвать иккен.
- Кăмăлăр пулсан туянăр, хаклă ыйтмастăп, - терĕ ăшшăн. - Вĕсемпе çамрăк чухне час-часах усă кураттăм.
Павел Ефремович Егоров унчченхи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи /халĕ Элĕк/ Яккушкăнь ялĕнче 1934 çулхи ноябрьте çуралнă. Мăн Ямаш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн /ун чухне - 7, халĕ 11 çул вĕрентеççĕ/ виçĕ çул колхоз ферминче выльăх пăхнă. Çарта пулнă хыççăн та унтах вырнаçнă. 23-е çитсен Челябинск тăрăхне тухса кайнă та унта шахтăра 4 çул тар тăкнă. Çав хушăра каçхи уйрăмра водитель профессине алла илнĕ. 1962 çулхи çуркунне Шупашкара куçса килнĕ, 1-мĕш автотранспорт предприятийĕнче ăна «ЗИЛ-130» автомашина шанса панă. Пĕрремĕш класлă водитель унта 33 çул тăрăшнă. Малалла вулас...