Комментировать

17 Мар, 2015

Жуково Францирен лайăхрах

Геннадий Попов Францире 10 çул ытла ĕçленĕ. Укçа-тенкĕ, ăнăçу, юратнă çемье - веçех пулнă унăн. Францири судьясен хăрушă йăнăшне пула пĕр самантра пĕтĕмпех çухатнă. Халĕ вăл Тверь облаçĕнчи Жуково ялĕнче юлашки 20 çулта сÿнмех пуçланă пурнăçа çĕнĕрен чĕртет.

Жуково ялĕ çывăхĕнчи вырăнсенче 90-мĕш çулсенче колхозсем арканнă, çамрăкраххисем туха-туха кайнă, кантăк туса кăларакан завод та - тĕп предприяти - темиçе çул каялла çĕршыва продукци пама пăрахнă. «Француза» кăна шанатпăр, тен, ăна ялта пурнăçа çĕнĕрен йĕркелесе яма май килĕ?» - теççĕ кунта пурăнакансем.

Асран тухинччĕ

Геннадий хăй «француз» хушма ята чăтма пултараймасть. Май пулнă-тăк вăл пурнăçĕн çак тапхăрне асĕнчен кăларса пăрахĕччĕ - мĕн чухлĕ хуйхă кÿнĕ ăна Франци. Çапах та мĕнлерех лайăх пуçланнăччĕ пурнăç!

Геннадий Наташăна Ташкентра тĕл пулнă, иккĕшĕ те унтах ÿснĕ. Çамрăксем пĕрлешнĕ, 2 çултан мăшăрăн хĕр - Настя - çуралнă. Геннадий хăйне строительство бизнесĕнче тĕрĕслесе пăхнă, Наташа медучилищĕре вĕреннĕ. 1990 çул пуçламăшĕнче Совет Союзĕ аркансан Поповсем Чулхулана куçнă. Геннадий хăвăртах ура çине тăнă, нумай тата ăнăçлă вĕреннипе те.

- Эпĕ Чулхулари чи лайăх экономистсенчен пĕри шутланаттăм, 90-мĕш çулсенче мана Марсельте Америкăри чи пысăк компанин филиалне ертсе пыма сĕнчĕç. Эпир çемьепе Голливуд фильмĕнчи пек пурăнаттăмăр - телейлĕ, ăнтарса! Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.