Хуратул пăтти тутлă та...
Хуратул пăттине пĕрисем шутсăр кăмăллаççĕ. Услам çу ытларах ярсан пушшех те - чĕлхе çăтса яманни кăна. Теприсем - аплах мар. Ытларах - арçынсем. Салтакра пулнисем. «Унта кулленех çинĕ. Халĕ урăх апатпа сăйланар-ха», - теççĕ. Тиркенĕрен мар калаççĕ вĕсем çапла. Паллах, пĕр йышши апата кунран-кун çисен такам та йăлăхĕ. Анчах çак техĕмлĕ пăтта çар çыннин рационне мĕншĕн кĕртни çинчен вĕсем шухăшласа пăхнă-ши? Çук та пулĕ.
Ытти кĕрпере çук витамин пур хуратулра. Ку енĕпе вăл - чи пуянни. Организмра апат ирĕлессине лайăхлатать вăл. Усăллă минералсенчен пăхăрпа тимĕр гемоглобин тăваççĕ, юна тасатаççĕ. Çăмăллăн ирĕлекен сахăр - фруктоза-глюкоза вăй-хал кÿрет, мăнтăрланма памасть. Гипертони, сахăр диабечĕ, ревматизм тата нумай чирпе аптракана сĕнеççĕ хуратул пăттине. Яланах хисепленĕ ăна халăх. Салтаксем те ăна пулах вăй-хала, сывлăха çирĕплетнĕ, чир-чĕртен сыхланнă, кун каçипех тутă çÿренĕ.
Хуратул - паха апат çеç мар, пыл паракан культура та, эмел курăкĕ те. Чечеке ларсан уя тĕлĕнмелле илем кĕртет. Талккăшĕпех шурă-кĕрен тĕс куçа ытамлать, асамçă тĕлĕнтермĕш кавир сарнă тейĕн. Пыл шăрши сăмсана кăтăклать. Хăлхара - ĕçчен хуртсен сĕрлевĕ. «Çăтмаха лекмерĕм-ши?» - тетĕн хăвна. Малалла вулас...