Хырай Ĕнелсем çĕнĕ клуб тутарасшăн
Ялпа хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем январь-мартра халăха пухса администрацин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Пурнăçа лайăхлатни-çăмăллатнине аса илеççĕ. Комсомольски районĕнчи Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова мартăн 12-13-мĕшĕсенче отчет тăвать. Пухура мĕнле ыйтусене хускатасшăн-ха?
- Иртнĕ çул Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пунктне хута ятăмăр. Ăна тума республика хыснинчен укçа чылай уйăрчĕç. Проектне, карта, утмаçул тутарма, çурта газ, шыв, электричество кĕрттерме, унтан таса мар шыва юхтарса кăлармашкăн пăрăх хывтарма ял тăрăхĕн бюджетĕнчен нухрат нумай куçартăмăр. Çавна май социаллă ытти ыйтăва татса пама вăл юлмарĕ. ФАП поселокпа Çĕнĕ Александровка ялĕнчи пациентсене йышăнать.
- «Хыпар» Канаш-Чĕмпĕр автотрассăран Луцки ялне çитиччен тăсăлакан федераци çулне тĕпрен юсанине пĕлтерчĕ. Çынсем савăнчĕç-и?
- Паллах, хĕпĕртерĕç! 3,4 çухрăма асфальт çĕнĕрен сарчĕç. Федерацин тата 4 километр çулне кăçал çĕнетессе кĕтетпĕр. Вăл шăтса пĕтнĕ, автотранспортпа çÿреме йывăр. Раççей шайĕнчи çула юртан вăхăтра тасатаççĕ. Муниципалитет шайĕнчине - 10,7 çухрăма - ял тăрăхĕн, Ф.Хайртдинов /Кивĕ Сĕнтĕр ялĕ/, Н.Самарин /Киров поселокĕ/, А.Зайцев /Хырай Ĕнел/ ертсе пыракан фермер хуçалăхĕсен тата «Искра» колхоз тракторĕсемпе тасаттаратпăр. Ертÿçĕсем ку ĕçе вырăнти хыснаран укçа ĕçлесе илессишĕн мар, ял-йыш валли çул уçă пултăр тесе пурнăçлаççĕ. Малалла вулас...