Ӳсĕр çӳреме вăтанмасан пулăшу ыйтма именмелле-им?
"Наркотиксĕр, алкогольсĕр пурăнайманнисене пулăшатпăр" йышши пĕлтерӳ халĕ таçта та асăрхама пулать. Путакан çын улăм пĕрчинче те çăлăнăç шырать теççĕ те - эрех-сăра ĕçме пĕлменнипе нушаланакансем те çавнашкал "пулăшуçăсенчен" шанăç кĕтеççĕ. Ĕçкĕ - чăн-чăн инкек, ăна пула мĕн чухлĕ çемье арканнине, çын шăпи татăлнине кам пĕлмест-ши? Вăл этеме тĕпĕ-йĕрĕпех тĕп туни çинчен çĕр-çĕр тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Чăнах та, эрех эпир автансăр яла ăсансан та пĕтес çук, этемĕн усăсăр иртнĕ кун-çулне вара тавăрма çук. "Капла пурăнса çитет", - тесе хаяр шĕвек тыткăнĕнчен хăтăлакансем те пур-ха. Анчах çын ăсĕ-тăнĕпе ăш-чикне шалтан çиекен "симĕс çĕлене" хăв тĕллĕн çĕнейĕн-и? Чун хавалĕ çирĕп пулсан - май пур. Чылайăшĕ çирĕп шухăшпа авăрланса сиплев центрне çул тытать. Унтан килнĕ хыççăн йĕркеллех пурăнать пек... Анчах вăхăт нумай та иртмест - алă каллех черкке патнелле туртăнать. Мĕншĕн? Ăна сиплес тесе сахал мар укçа тăкакланă-çке? Çак тата кодировка ыйтăвĕсем тавра Республикăри наркологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн заместителĕпе Светлана ФЕДОРОВĂПА тата ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп наркологĕпе Ирина БУЛЫГИНĂПА калаçрăмăр.
С.Ф.:
- "Кодировка" - халăхра çӳрекен ăнлав. Медицинăри кашни меслечĕн - хăйĕн ячĕ. Тĕслĕхрен, "Довженко мелĕпе сиплени", эмелпе сыватмалли мел тата ытти те. Республикăри наркологи диспансерĕнче 21 пине яхăн çын шутра тăрать. Пĕлтĕр эрех ĕçнипе 260 çын /унчченхи танлаштаруллă тапхăртинчен 50 çын сахалрах/ алкоголь психозĕпе чирленĕ. Чылайăшĕ наркодиспансера сипленме килмест, ку тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Хăшĕ-пĕри ĕç вырăнне çухатасшăн мар, теприсене именни тытса чарать... Хăй шăпине алла илес текенсене анонимлă уйрăм пулăшать. Унта сипленекенсен медтĕрĕслев тухнă чухне, водитель прави валли, сăмахран, чăрмавсем пулмĕç. Республикăри наркодиспансерăн анонимлă пӳлĕмĕ хула варринче, вокзалтан инçех мар, вырнаçнă. Кирек хăш районта пурăнакана та пырса çӳреме меллĕ çакă. Çын интересĕсене сыхлас тĕллевпех çурт çинче организаци ятне те кăтартса çырни çук. Наркологи диспансерĕн анонимлă пӳлĕмне çулсерен 5 пин ытла çын килсе каять. Малалла вулас...