Комментировать

3 Мар, 2015

Кашни кун - руль умĕнче

Кашни çынах хăш енĕпе те пулин пултаруллă. Пĕри, акă, йывăçран илемлĕ кĕлеткесем касса ăсталать, теприн аллинче тимĕр «чĕрĕлсе» хитрелĕхе çаврăнать, виççĕмĕшĕ кăткăс механика хатĕрĕсене салатса пуçтарма маçтăр... Кÿкеçре пурăнакан Юрий Михайловăн чун киленĕçĕ вара вăл - автомобиль, тĕрĕсрех каласан, автоспорт.

Малтан мотоциклпа...

- Руль умне пĕрремĕш хут хăçан лартăр? - кăсăклантăм эпĕ çак кунсенче Шупашкар кÿлмекĕнче иртнĕ Раççей кубокĕн стартне тухнăскертен.

- Утма пуçличченех! - шÿтлерĕ вăл. - 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне мотоциклпа çÿреме вĕрентĕм. Аттене уй-хире илсе çÿреттĕм, вăл колхозра агрономра ĕçлетчĕ. Каярах ăна машинăпа турттараттăм, - иртнине кăмăллăн аса илчĕ Юрий Владимирович.

Техникăна чунтан юратнине кура 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне ăна ашшĕ мотоцикл туянса панă. Епле савăнман пулĕ çак парнешĕн! Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне вара вăл хăй «Ява» мотоцикл ĕçлесе илме пултарнă.

- Алла диплом илсен «Москвичпа» пуянлантăм. Чи пĕрремĕш автомобиль! Унпах гонщиксен тупăшăвне хутшăнма пуçларăм.

Çав тапхăртанпа автоспорт чун киленĕçĕ пулса тăнă унăн. Миçе хут старта тухман пулĕ çак вăхăтра, миçе автомобиль улăштарман пулĕ. Хальхи ăмăртусене хутшăнма ятарласа хатĕрленĕ машина - «Лада-Калина». Руль умне лармасăр пĕр кун та пурăнайман арçын пушă вăхăт тупăнсанах тăватă кустăрмаллă тусĕ патне васкать: тимĕр урхамах яланах хутра пулмалла-çке. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.