Комментировать

26 Фев, 2015

Палăк çинчен Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна аса илес марччĕ

Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăрсене халалласа лартнă палăксене тирпейлесси - пирĕн сăваплă тивĕç. Анчах юлашки çулсенче çынсем субботника йăпăр-япăр тухасшăн маррине час-часах асăрхатăп, кил таврашне тасатаççĕ те ытти - ик айкки те тăвайкки. Юрать, ялта 2-3 хастар çын тупăнать. Ытларах чухне вара палăксене культура çурчĕн тата ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ. Вĕсемех карта сăрлаççĕ, чечек лартаççĕ... Шкулта вĕреннĕ чухне пире те палăк таврашне тасатма яратчĕç. Хавасланса та хăпартланса тăрăшаттăмăр. Кайран, парад вăхăтĕнче, хурал тăма шанатчĕç. Халĕ ачасене ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр ĕçлеттерме юрамасть. Тен, çавăнпа учительсем вĕренекенсене ниçта та кăлармаççĕ? Ĕçленĕшĕн алă татăлса ÿкмест тесе ăс панă пире. Паянхи шăпăрлансене тем каламалла ĕнтĕ... Ачасене ĕç воспитанийĕ парса ÿстерессипе палăксем çум-курăк айне путни хушшинче çыхăну пур-и, çук-и - татса калаймăп. Анчах юн тăкнă паттăрсене манăçа кăларни, сăваплă вырăн таврашĕнчи ирсĕрлĕхе çынсем йĕркеллĕ пулăм вырăнне йышăнни куçкĕрет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.