Комментировать

26 Фев, 2015

Амăшĕн кĕлли ывăлне вилĕмрен çăлнă

Интернетра паллашса çемье çавăрнă мăшăр пайтах халĕ. Женьăпа Ларисăн туйпа вĕçленнĕ юратăвĕ те социаллă сетьрен пуçланнă. Тĕрĕссипе, хĕрпе чи малтанах Женьăн юлташĕ çыхăну йĕркеленĕ. Анчах пикене тĕлпулăва чĕнмешкĕн ниепле те хăюлăх çитереймен. Тусĕ ирĕк панипе хĕр патне Женя çырма тытăннă. Унтанпа пилĕк çул иртнĕ. Пĕлтĕр кĕр мăнтăрĕпе çамрăк мăшăр туй кĕрекине ларнă.

Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнчи Ивановсен телейлĕ юрату историйĕнче тĕлĕнтермĕш çук темелле. Анчах Женя... Унпа паллашнă хыççăн тĕнче илемне туйса илетĕн, пурнăçа хаклама вĕренетĕн. Çутă чунлă çын вăл. Хĕвел шевли евĕр ăшшине йĕри-тавра сапаланăран ун патне ачасем те, аслисем те туртăнаççĕ.

Шăпа мĕн хатĕрленине никам та пĕлмест. Тепĕр чухне вилĕмпе хире-хирĕç те тăратать вăл. Анчах элчел çитейменнипе тепĕр хутчен пурнăç парнелет, çак тĕнче умĕнчи хамăрăн тивĕçе пурнăçламашкăн шанăç парать çÿлти Турă. Галинăпа Валерий Ивановсен виççĕмĕш ывăлĕ Женя та пĕчĕк чухне хăрах урипе тупăка ярса пуснă. Питĕ пĕчĕк пулнă вăл ун чухне, çулталăкри пепке кăна. Ÿт температури хăпарнăран амăшĕпе ывăлне больницăна леçнĕ. Тухтăрсем ахаль сунас ернĕ тесе сиплеме тытăннă. Ача кунсерен йывăрланса пынă. Женьăна менингит аптăратнине кайран çеç пĕлнĕ. Пĕр кунхине вăл тăнне çухатнă, комăна лекнĕ. Тухтăрсем ачана сиплеме те пăрахнă. Амăшĕ кăна ывăлĕ чĕррине ĕненнĕ. Нимĕн туйми выртакан пепки умĕнчен уйрăлман вăл, çăварĕнчен вĕрсе сывлаттарнă... 10 сехетрен Женьăн чĕри ĕçлеме тытăнни тухтăрсене тĕлĕнтерсех янă. Вĕсем пепкене çийĕнчех реанимаци пулăшăвĕ пама тытăннă. Амăшĕн кĕлли хăватлине тепĕр хут çирĕплетет ку тĕслĕх. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.