«Эсир - тăнăçлăх управçисем...»
Календарьти хĕрлĕ тĕспе палăртнă çак уяв ахальтен мар çавăн тĕслĕ. Вăл - Тăван çĕршыва чунран парăннисен, кунçулне ăна хÿтĕлеме халалланисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕс-океанра, сывлăшра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисен, ĕнер, паян тата ыран алла хăватлă хĕçпăшал тытса патшалăхăмăра куç шăрçине упранă пек сыхлакансен уявĕ. Вĕсем çине пăхатăн та - Раççей патшалăхĕн вăйĕпе хăватне туйса илетĕн, çĕршывăн хÿтĕлевçисен тĕрлĕ ăрăвĕн çирĕп çыхăнăвне куратăн: иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче хăйсене шеллемесĕр нимĕç фашизмне тĕп тунисен вилĕмсĕрлĕхне, паян патшалăх суверенитечĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварма хатĕррисен хастарлăхĕпе кăмăл çирĕплĕхне туйса илетĕн.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн йышлă делегацине йышăнчĕ. Кашниех вĕсем - çарта палăрнă, чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ, истори пулса тăраççĕ. РФ Хăрушсăрлăх службин генерал-лейтенанчĕ, икĕ çул Афганистанра паттăрлăх кăтартнă, 1994-1999 çулсенче Чăваш Республикин Хăрушсăрлăх министрĕнче тăрăшнă Элĕк районĕнчи Тури Хурасан чăвашĕ Станислав Воронов - хăех тăван çĕрĕмĕрĕн сумĕ. Станислав Кирилловичпа пĕрле килнĕ ушкăнра ĕçчен чăваш çăкăрне çисе ÿснĕ, хăйсен кунçулне çĕр çинчи тăнăç пурнăçа хÿтĕлеме халалланă виçĕ генерал-майор: Александр Зиновьев, Владимир Костин, Анатолий Кудрин тата Валерий Федоров контр-адмиралпа Иван Николаев тата Николай Перышкин полковниксем. Кашнин кăкăрĕ çинче - орден-медаль речĕсем...
Чăваш Ен Пуçлăхĕ йышăниччен тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕсем Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсенче, кадет класĕсенче тĕлпулусем, Паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ, çамрăксене Хĕçпăшаллă вăйсен историйĕпе паллаштарнă. Вĕсем Шупашкарта кăна мар, районсенче те патриотизм воспитанийĕ çÿллĕ шайра пынипе питĕ кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕç республика ертÿçине.