Комментировать

25 Фев, 2015

Иртни паян та асăмрах

Паянхи Урхас Кушкă Октябрьскине, Хуракассине чупакан автоçулсен хушшинчи вăрман-каталлă вырăнта вырнаçнă. Аслă поэт Александр Пушкин та иртсе кайнă ун çумĕпе. Василий Сбоев, Николай Золотницкий ученăйсене те пĕлнĕ ку ял. Ламран-лама куçакан асаилÿсенчен Кушкă тăрăхĕ чи ватă вырăнсенчен пĕри пулни паллă. Çакна Карапашра ÿснĕ А.Макаровпа кÿршĕри Чăвашкассинчи И.Шувалов таврапĕлÿçĕсем те хăйсен кĕнекисенче çырса кăтартнă, унта Кушкă чиркĕвĕн историне кĕртсе хăварнă. Чиркÿ тăррине шăпах кÿршĕллĕ Йĕрĕхçырминче çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă ÿнерçи Юрий Антонович Зайцев ашшĕпе пĕрле сăрланă имĕш. Ун пирки вăл хăйĕн кĕнекинче те асăннă. Таврари чиркÿсене сăрласа-юсаса çÿренипех ÿнерçĕ пулса тăнă та пулĕ. Çак ялтах çитĕннĕ эстрадăн паллă юрăçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш телевиденийĕнче тĕрлĕ кăларăм хатĕрлесе ертсе пынă Александр Михайлович Васильев. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе Урхас тăрăхне çĕклет. Сăмах май çакна та каласа хăварам. Украинăри Лубны хулинчи музейра Ю.А.Зайцевăн ĕçĕсем упранатчĕç. Эпир вĕсене, Чапай ячĕллĕ çар чаçĕнче хĕсметре тăнă чăваш каччисем, 1965 çулта экскурсине кайсан курнă. Агрегат заводĕнчи паллă хурçă шăратакан, СССР патшалăх премине тивĕçнĕ Илья Григорьев сĕнÿсен кĕнекинче алă пусса та хăварнăччĕ... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.