Йÿнĕрех çурт-йĕр ытларах пулĕ
Ир тăракан тутă пулнă теççĕ вĕт, ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ эрнекунхи ларăвĕ нихçанхинчен иртерех, сакăр сехет çурăрах пуçланчĕ те - кун йĕрки самай анлине пăхмасăр ĕç кал-кал пычĕ, Правительство членĕсем ыйтусен тишкерĕвне хăвăрт, пĕр сехетрех, вĕçлерĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтанах хăй 2015-2017 çулсенче республика экономикин аталанăвне тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтермелли план çинчен калакан хушу кăларнине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - паллă сăлтавсене пула Раççей экономикинче, ытти енĕпе япăх туртăмсем палăраççĕ, асăннă план шăпах вĕсене сирсе яма кирлĕ. Планра çитес çулсенче пурнăçламалли татăклă мерăсене палăртнă. Çав шутра - лару-тăрăва тăнăçлăх кÿмелли, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли, бизнес çухатăвĕсене чакармалли, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсем. Паллах, социаллă тăнăçлăха тĕревлемелли мерăсем çинчен те манман. Малалла вулас...