Пуçласа - Сăр тăрăхĕнче
Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ те чи пысăк ăмăртусенчен иккĕшĕ - июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта ирттерме палăртнă çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ тата февраль вĕçĕнче Пермь крайĕнчи Чайковский хулинче пуçланакан Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен хĕллехи вăййисем.
Республикăри ялсемпе поселоксенче пурăнакан физкультурниксемпе спортсменсем, уйрăмах агропромышленноç комплексĕнче тата суту-илÿре ĕçлекенсем, вăрман хуçалăхĕнче, вĕренÿ заведенийĕсенче, культура тата медицина учрежденийĕсенче вăй хуракансем, хĕллехи чи яваплă ăмăртусене хатĕрленме Çĕнĕ çулчченех пуçланă. Чылай районта чемпионсене январь вĕçлениччен палăртрĕç. Вĕсенчен чи вăйлисемпе хастаррисем - пурĕ 550 çын ытла хăйсен спортри ăсталăхне Етĕрне районĕнче иртнĕ республикăри VII ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсенче кăтартрĕç. Малалла вулас...