Анатолий Марков: "Чи пысăк чыс – халăх тавĕпе хисепĕ"
Тăван тăрăха килмессеренех эпĕ пушă вăхăт тупса Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне кĕрсе тухатăпах. Вăл, вуншар çул каялла йĕркеленнĕскер, тĕрлĕ экспонатпа пуянланса та çĕнелсех пырать. Ку тăрăхран республикипех паллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсем район чысне çĕклеççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ. Кашни валлиех уйрăм кĕтес уйăрнă музейре. Эпĕ Хитекушкăнь ялĕнчи Марковсен çемйине халалланă ятарлă стенд умĕнче чарăнатăп.
Паянхи çамрăксем, ахăртнех, вĕсем çинчен пĕлсех те каймаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вара ку йăх пирки Мускавра тухса тăракан хаçат-журналсемех пайтах çыратчĕç. Мухтанмалăх сăлтавĕ те пулнă. Çемьере пилĕк ача çуралса ÿснĕ. Хĕрĕсем, Александра Семеновнăпа /упăшки хушамачĕпе - Канюкова/ Дария Семеновна /Филиппова/ ĕмĕрĕсен тăршшĕпех аслă вĕренÿ заведенийĕнче ĕçлесе çамрăк ăрăва пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Иккĕшĕ те - ăслăлăх кандидачĕсем, пĕри - филологи, тепри - педагогика енĕпе. Аслă ывăлĕ, Аркадий Семенович - экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чылай вăхăт суту-илÿ министерствинче тăрăшнă, коопераци институтĕнче вĕрентнĕ. Тепĕр ывăлне, Борис Семеновича, пирĕн республикăра пĕлмен çын çукрах пулĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССР халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, музыка театрĕн /халĕ - оперăпа балет/ пуçаруçи, йĕркелÿçи тата режиссерĕ. Малалла вулас...