Комментировать

13 Фев, 2015

Тĕрленет пăр çийĕ илемлĕ эрешпе

Эрешсем туса ярăнасси - спортăн чи илемлĕ тĕсĕсенчен пĕри. Çавăнпах ăна килĕштереççĕ, уйрăмах - хÿхĕм хĕрсем туслă. Специалистсем фигуристсен йышĕ çултан-çул ÿснине палăртаççĕ. Пирĕн тăрăхра еплерех-ха? Çак ыйту чуна канăçсăрлантарниех мана Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» кермене çитсе килме хистерĕ.

Петĕр патша тăрăшнипе

Пăр çинче эрешлесе ярăнасси конькине тимĕртен ăсталама тытăнсан пуçланнă. Ку XIII-XIV ĕмĕрсенчи Голланди пуçарăвĕ. Малтанхи тапхăрта спортсменсем пăр çинче тĕрлĕ фигура ÿкерес енĕпе тупăшнă, çавăн чухнех илемлĕ хусканусем тума вĕреннĕ. 1742 çулта Эдинбургра /Британи империйĕ/ пăр çинче ярăнма юратакансен клубĕ уçăлнă, унтах ăмăрту йĕркине тата фигурăсен йышне çирĕплетнĕ. XIX ĕмĕрте спортăн çак тĕсĕ АПШпа Канадăра вăй илнĕ. Америка ташăçи тата конькипе ăста ярăннă Джексон Хейнз фигуристсен çĕнĕ манерне - кĕвĕ-çемĕ янăранă майăн ташлас йăлана - пуçарса янă. Вăлах пуçласа коньки çине пушмак хытарса хунă /унччен конькине чĕнпе е вĕренпе сырнă пулнă/. 1882 çулта Европăра официаллă пĕрремĕш ăмăрту иртнĕ, 1891 çулта фигуристсем кубока çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Тепĕр тăватă çултан вĕсем пĕрремĕш тĕнче чемпионатне пухăннă. Малтанласа турнирсене арçынсем хушшинче кăна ирттернĕ. Çапах хĕрсен йышĕнче те хăюллисем тупăннах: 1901 çулхи ăмăртура хăйĕн ăсталăхне Англи хĕрĕ Медж Сайерс кăтартнă. Тĕнче чемпионатĕнче хĕрарăмсем пуçласа 1906 çулта Швейцарире ăмăртнă. Мăшăррăн ярăнасси те çак тапхăртах пуçланнă. Пĕрремĕш турнира 1908 çулта Санкт-Петербург йышăннă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.