Комментировать

11 Фев, 2015

Суйлав, капиталлă юсав тата... «çĕнĕ-кивĕ» депутат

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ 28-мĕш сессийĕнче депутатсем икĕ теçеткене яхăн ыйтăва пăхса тухрĕç. Кун йĕркинче - саккунсене кĕртмелли улшăнусем, шалти ĕçсен министрĕн отчечĕ тата ыт. те.

Малтанах Юрий Попов спикер парламентăн пĕлтĕрхи ĕçне кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Депутатсем юлашки редакципе 101 саккун йышăннă, 3 парламент тата 2 халăх итлевне, çавра сĕтел ирттернĕ. Федерацин 3 саккунне йышăнмалли пуçару тунă. Юрий Алексеевич шухăшĕпе - РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа республикăра пĕлтĕр 15 ача садне /пĕтĕмпе 860 млн тенкĕлĕх/ хута янинче те парламентарисен тÿпи пур. Çавна май паян 1,5-6 çулсенчи ачасен 80,6% садиксене çÿрет. Чăваш Ен иртнĕ çул 554 пин тонна тĕштырă пухса кĕртнĕ - виçĕмçулхипе танлаштарсан 140%. Кашни гектартан - 21 центнер. Аш-какай туса илесси ÿснĕ, кашни çын пуçне хута янă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕпе республика Атăлçи округĕнче мала тухнă.

Умри тĕллевсем пирки каланă май ПК Председателĕ 2015 çулта Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарассине, Раççей - Литература, Чăваш Ен К.В.Иванов çулталăкĕсене паллă тунине асăнчĕ те - паллах, çакă парламентарисен ĕçне те витĕм кÿрĕ. Çĕнтерÿ тенĕрен, СССР фашистсене аркатассинче тĕп тÿпе хывни пирки иккĕленекенсем пуç çĕклени куç кĕрет. Çавăнпа Владимир Путин Президент та, авă, «вăрçă чăнлăхне» хÿтĕлеме чĕнсе каларĕ. Эппин, депутатсен те айккинче тăмалла мар, парламент спикерĕ кашнинех ачасемпе, çамрăксемпе курнăçса паттăрлăх урокĕсем ирттерме сĕнчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.