Комментировать

10 Фев, 2015

Юрă-кĕвĕ витĕр тĕнче ялтăрать

Чăваш капелли «Нарспиана» кăтартрĕ
Эпĕ пулма пултарайманнине тума – çутă ÿкерме хăтлантăм.
Клод МОНЕ, импрессионист.

«Нарспи» поэмăна пĕрремĕш хут пичетлесе кăларнăранпа 100 çул çитнине халалласа 2008 çулхи апрель уйăхĕнче Праски Витти художник тата «Хыпар» хаçат çак хайлава пăхмасăр калакансен конкурсне ирттернĕччĕ. Шăпах çав конкурса хатĕрленсе поэмăна пăхмасăр вĕреннĕ май унти синкерлĕ чăваш чунĕн юлашки шанăç çути сÿннĕ самант «Нарспи ĕçĕ» сыпăкри çак йĕркесенче пытарăннине ăнланса илтĕм:

Тулта тĕнче хĕпĕртет,

Тулта тĕнче ялтăрать.

Нарспи пÿртĕнче йĕрет,

Унăн чĕри çурăлать.

Çапла, Нарспи чĕри çурăлать... Çурăлса икĕ пая уйрăлать. Пĕри, çутă мĕнне пĕлекенни, «хĕвел çуттинче кĕмĕл пекех ялтăракан» таса шыв патĕнчех юлать, тепри «çитмĕл тинĕс леш енчен килекен карчăк Шапатана» чĕнсе илсе «усал Тăхтамана» вĕлерме хатĕрленет. Çакна урамран кĕвентине утланса кĕрекен «чипер ача Сентти» тÿрех сисет:

Анчах вăл та выляма

Аптăрарĕ инкĕшпе,

Аптăраса урама

Тухса кайрĕ лашипе. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.