Комментировать

30 Янв, 2015

Аристарх ДМИТРИЕВ: Çын чунне курма пĕлмелле

Ăсталăхне кура Аристарх Дмитриев куçару ĕçĕпех пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ çын. Унăн «Вега çăлтăр çунать» пĕрремĕш кĕнеки 1969 çулта пичетленсе тухнă. Куçма Турханăн виçĕ кĕнекеллĕ «Сĕве Атăла юхса кĕрет» историллĕ романне 1985 çулта куçарса пĕтернĕ те – 80 пин экземплярпа кун çути курнă вырăсла кăларăм темиçе уйăхрах сутăнса пĕтнĕ. Акă мĕн çырать Аристарх Иванович çак романăн 1994 çулта пичетленсе тухнă кĕнеке умсăмахĕнче, «Чăнах та, Турхан пултарулăхĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ мана. Тем пысăкăш капан пек туйăнатчĕ мана унăн трилогийĕ. Пучахăн-пучахăн, кĕлтен-кĕлтен пухса типтерлĕн хăпартса лартнă капан. Унта – халăх аваллăхĕ, унăн тертлĕ те кăткăс кун-çулĕ. Çав хушăрах – ĕненÿ. Ыранхи куна шанса малашлăха çывхартма тăрăшни. Чĕлхене хуçкаламасăр, чуна пырса тивекен сăмахсемпе сăнлать çыравçă пурнăçа, çутçанталăк илемне».

Чăвашăн çак чăн илемне вырăс вулаканĕ патне, апла пулсан ытти халăхсем патне те çитерме пултарнă Аристарх Дмитриев. Тăван халăхăмăрăн «Улăп» эпосне вырăсла сăвăласа куçарнăшăн вара Аристарх Ивановича – Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР Писательсен союзĕн членне – 2011 çулшăн Чăваш патшалăх премине панă. Шăпах унран пуçлас терĕмĕр те эпир Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă «Çĕр пин сăмах – кашни ахах» ярăма.

– Аристарх Иванович, маншăн литература - сывлăш пек. Мĕн ачаранах кĕнекене чи хаклă парне пек йышăнса, ăна вуласа ÿснĕ эпир. Тепĕр чухне литература пурнăçпа пĕрлешсе кайнă пекех туйăнать, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма та май çук пек... Сирĕншĕн литература мĕн. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.