Комментировать

27 Янв, 2015

Кăтартусем виçĕмçулхинчен лайăхрах

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче 2014 çула пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллеве палăртаççĕ. Пĕлтĕрхи ырă ĕçсемпе Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр БАШКИРОВ паллаштарать.

- Ялхуçалăх продукцине чылай нумайрах туса илтĕмĕр /кăтартусене 2013 çулхипе танлаштартăм/, - терĕ Александр Викторович. - «Коминтернпа» «Нива» ЯХПКсенче кашни ĕнерен вăтамран 5 пин ытла килограмм сĕт сурĕç. Вĕсем тата «Свобода» колхоз ашпа сĕт ытларах сутрĕç. Ку енĕпе район тĕллеве пурнăçларĕ. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 9013 т /2013 ç. - 7888/ пухса кĕртрĕмĕр. Кашни га пуçне вăтам тухăç - 20,6 ц /2013 ç. - 18,1/.

Фермер хуçалăхĕсем çулталăка лайăх кăтартупа вĕçлерĕç. Райадминистраци вĕсене йĕркелес тĕллевпе 2013 çулхи декабрьте канашлу ирттернĕ хыççăн ХФХ йĕркелеме кăмăл тунă 8 çынран 3-шĕ патшалăхран грант /1,1-шер млн тенкĕ/ илчĕ. Пÿлмене хывнă мĕнпур тырă калăпăшĕнче Н.И.Лисаев ертсе пыракан хуçалăхăн тÿпи - 17%. Ытти ХФХ та вăй илчĕ.

- Строительствăра ырри мĕн пур?

Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.