Сывлăш нÿрĕк — кăмăл сÿрĕк
Çĕршывра вăтам професси пĕлĕвĕ паракан шкулсене аталантарасси - çивĕч ыйту. Рабочи специальноçĕсене вĕренекен сахалланчĕ те - малашлăхра заводсенче кам ĕçлесси шухăшлаттарма пуçларĕ патшалăх ертÿлĕхне. Чăн та, хăш-пĕр çамрăк ППЭрен хăраса шкулти тăххăрмĕш класс хыççăн колледж-техникума çул тытма пуçларĕ-ха ĕнтĕ. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕ, шел те, вĕренме кĕрес текенсемпе йышланса ĕлкĕреймерĕ курăнать: çулталăк каялла ăна кунти 29-мĕш училищĕпе пĕрлештерчĕç.
Редакцие иртнĕ çул вĕçĕнче çыру килчĕ /ахăртнех, «Хыпар» хаçатăн адресĕпе кăна мар пулнă кун пекки/. Унта Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче вĕренекенсем хăйсем паянхи кун мĕнле лару-тăрура пурăнни, вĕренни çинчен çырса пĕлтернĕ. Тĕпрен илсен, общежитире условисем санитари нормисемпе килĕшсе тăманни çинчен. Малалла вулас...