Шÿтле-шÿтлех хытă хĕстернĕ
Кăçалхи мартра сатирăпа кулăш журналĕ «Капкăн» 90 çул тултарать. Çапла, сумлă пулăм. Вăрăм ĕмĕрĕнче тĕрлĕ тапхăра тÿссе ирттернĕ вăл. Тиражĕ çĕр пинрен иртни те пулнă, халăх питĕ кăмăллакан кăларăм тухма чарăннă самантсем те асра. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ăна чăваш ялĕсенче килрен тенĕ пек çырăннă, пĕр-пĕр йĕплĕ фельетон çапăнса тухсан халăхпа сÿтсе яватчĕç, ăнăçлă ÿкерчĕк курсан ăна касса илсе çын йышлă çÿрекен вырăнсенче кăларса çакатчĕç: «Пăх-ха, ку пирĕн ялти ĕç тĕлне пĕлмен Тимухха вĕт-ха, тепĕр ÿкерчĕкĕнче - каснă-лартнă Петровчă бригадир, урă кун çук унăн. Сăмакунçăсене тĕрĕс питлеççĕ», - çапла хак паратчĕç çынсем. Пĕр сăмахпа, «Капкăна» çакланни калама çук пысăк çылăх шутланнă. Халăха тухма намăсчĕ вĕт, теççĕ. Паллах, журнал пурнăçăн тÿнтер енĕсене çырса кăтартнипе пĕрлех ырă кулăшпа та чуна ăшăтнă. Этем хутшăнăвĕсенче путишле япала нумай-çке. Çак рубрикăна уçса эпир кăсăклă ĕç-пуç çинчен каласа парасшăн. Хăшĕ-пĕри пичетре тухнă, теприсене халăх пĕлмест. Чылайăшне кун çути пама радиопа телевиденире е хаçатра тар юхтаракансем пулăшрĕç. Кулăш çÿпçи яланах тулли пултăрччĕ пирĕн.
Çĕрпÿри çар канашĕ
Журналиста ура тăрантарать теççĕ. Телевиденире тăрăшакансем кашни кун çул такăрлатаççĕ. Пултарулăх ушкăнĕсене пур çĕрте те хапăл, мĕншĕн тесен кайран хăвна сенкер экранра куратăн-çке: «Ав епле маттур эс, ĕçре хастар та пуçаруллă. Сана пĕтĕм республика пахалать».
Пĕр кунхине чăваш телевиденийĕн машини Çĕрпÿре чарăннă. Корреспондентсем тÿрех райпона таплаттарнă.
- Мĕнле хыпарсем пур? Ăçта ÿкерĕпĕр? - алăк урати урлă каçсанах çапла ыйтнă лешсем. Малалла вулас...