Комментировать

27 Янв, 2015

Саккуна 251 хут пăснă

ЧР Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăна хÿтĕлекен, тĕрĕслекен тата йĕркелесе тăракан патшалăх служби 2014 çулхи ĕç-хĕле Çĕнĕ çул умĕн пĕтĕмлетрĕ. Коллеги ларăвĕ çутçанталăк тусĕсемпе кайăкçăсене кăсăклантарма пултарать. Унти информаципе паллаштарас килет.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи хушăвне пурнăçласа пĕлтĕр службăн чĕрчунсене хÿтĕлекен инспекторĕсен йышне - 37, вăл шутра районсенче 30 çитернĕ /2013 ç. - 25 тата 19/. Ÿсĕм куç умĕнче. Вĕсен ĕç укçи - федераци хыснинчен. Коллектива пысăклатни питĕ лайăх. Халĕ чĕрчун йышлăрах пурăнакан вăрманлă районсенче 2-шер инспектор. Ăçта килнĕ унта пăшал качине пÿрнепе тытса çÿрекенсене тытса чарма, протокол çырма пĕрле рейда çÿреççĕ. Мăшăррăн шанчăклăрах. Куллен сунар вырăнĕн ытларах пайне çитсе тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан инспекторсене фотоаппаратурăпа /унпа усă курса браконьерсем пирки хатĕрленĕ материал судра вĕсен айăпне çирĕплетме кирлĕ/ лайăхрах тивĕçтернĕ. Çавах вăл кашнин çук-ха. ЧР бюджетĕнчен нухрат уйăрса пурне те туянса парасса шанас килет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.